Архив - Фев 2017

февраль 22nd

22 Фев, 2017

«Манăн анне»

Татьяна Иванова Шупашкарти 55-мĕш шкулта социаллă педагогра ĕçлет. Хăйĕн валли яла­нах çĕннине уçма тăрăшать. Хĕрĕ Милена кĕçех 4 çул тултарать. Хĕр пĕрчи питĕ калаçма юратать, çавăнпа ун­па кирек ăçта кайсан та — театра, лавккана, музея — интереслĕ. Милена амăшне пулăшма юратать: вĕтĕ кукăль çупать. Амăшĕпе хĕрĕ пĕрле ÿкерме те кăмăллаççĕ.

22 Фев, 2017

СЫВЛĂХШĂН СИЕНЛĔ ХĂНĂХУСЕМ

Пирĕн сывлăха сиенлĕ витĕм кÿрекен йăнăшсемпе апатлану хăнăхăвĕсем пур. Мĕнлисем тата вĕсенчен мĕнле хăтăлмалла? Çак сĕнÿсем уйрăмах вырăнлă пулĕç.

1. Калори нумай тесе какай, пулă çиместĕр, сĕт ĕçместĕр. Кăлăхах! Вĕсенче япаласен ылмашăнăвне хăвăртлатакан белок пуринчен те нумайрах. Ку калорисенчен спортзала каймасăрах, апат ирĕлтернипех хăтăлма май парать.

2. Çăкăр пачах çиместĕр-и? Чăн та, шурă çăкăр, булка — пилĕк тăшманĕ. Тулли тĕшĕллĕ /цельнозерновой/ çăкăр вара сиен кÿмест. Вăл инсулина вăраххăн хăпартать, кĕлетке виçи ÿсес хăрушлăха чакарать.

22 Фев, 2017

Умра – пысăк тĕллевсем

ЧР ял хуçалăх министерствин коллегийĕн тата агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕпе, республикăри апат-çимĕç рынокĕнчи улшăнăва сăнаса хăвăрт йышăну тата мониторинг тăвассипе ĕçлекен правительство комиссийĕн пĕрлехи анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, çывăх вăхăтра пурнăçламалли тĕллевсене палăртнă.

22 Фев, 2017

Йĕпреçсем каллех малта

Виçмине Пĕтĕм Раççейри массăллă оборона тата спорт уйăхлăхĕ вĕçленет. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă пысăк çак пулăмпа Хĕрлĕ Чутайра иртнĕ республикăри хĕллехи ял спорт вăййисем тÿр килни те пĕлтерĕшлĕ. Вăл кăçалхипе саккăрмĕш хут пулчĕ. Старта 21 районти 450 яхăн тĕрлĕ çулти ял ĕçченĕ тухрĕ.

22 Фев, 2017

Йывăрлăха парăнмасăр

Хăй вăхăтĕнче вăл та Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ. Çар службинче пограничник пулнă. Салтака кайиччен шкулта ачасене пĕр çул вĕрентме ĕлкĕрнĕскер унтан таврăнсан та юратнă ĕçне малалла тăснă. Анчах пилĕк çул каялла çемьеллĕ арçынна пач кĕтмен çĕртен инкек пырса çапнă. Çичĕ уйăх вăл вырăн çинче хускалмасăр выртнă. "Мĕнле-ха капла? Ура çине тăмаллах, тепĕр хут утма вĕренмелле. Ачасене ÿстермелле, пурнăç çулĕ çине кăлармалла", – хĕрĕхрен иртнĕ арçынна çак шухăш ирĕн-каçăн канăç паман. Ал-ура хускатмассерен чăтма çук ыратнине шăла çыртса тÿснĕ. Хăйĕн тĕллевĕнчен пăрăнман – майĕпен ятарлă хусканусем тума пуçланă. Хăй çĕнĕрен çуралнине туйма тытăнсан ача пекех савăннă, малалла тренажер çине куçнă. Çапла çулталăкран Канаш районĕнчи Маякра пурăнакан Александр Михайлов ура çине тăма пултарнă.

22 Фев, 2017

Хамăр çитĕнтерни пахарах

Пахчара ÿстерекен çĕр çырлине /эпир ăна виктори теме хăнăхнă/ чылайăшĕ çулла, тĕм яракан çеçкерен тухакан çамрăк хунавсемпе ĕрчетме хăнăхнă. Çĕнĕ сортлă пулас тесен пасара утатпăр. Анчах хатĕр калча самаях хаклă. Тата сутуçă мухтанă пекех паха-ши вăл? Пасарта кирек мĕнле ÿсен-тăран калчи-хунавне туянакана та сутуçă-хуçаран телефон номерне ыйтма сĕнетпĕр. Тепĕр чухне калча çитĕнтерсе ĕрчетекенрен ыйтмалли пулатех.

Çырлана вăрăран акса ÿстерессине пăхса тухăпăр. Çак ĕç специалистсем валли çеç тесе шухăшлама хăнăхнă чылайăшĕ. Чăнах та çаплах-ши?

22 Фев, 2017

Уяв икерчи

Сарлака çăварни çитрĕ. Икерчĕ-пĕлĕмпе сăйланмалли эрне вăл. Ун хыççăн Мăнкун типпи пуçланать. Унччен çуллă пĕлĕмпе киленер-ха.

Çÿхе икерчĕне сĕтпе пĕçереççĕ. Кефирпа çÿхе икерчĕ пĕçерме йывăртарах, вăл таткаланса пĕтĕ.

Икерчĕ пĕçерме кирлĕ: çур литр сĕт, икĕ çăмарта, икĕ стакана яхăн çăнăх, пĕр апат кашăкĕ сахăр песукĕ, чĕптĕм сода, тăвар, икĕ апат кашăкĕ тип çу тата — ăшаламалăх.

Страницы