Архив - Фев 2017

февраль 2nd

2 Фев, 2017

Тупăшĕ те, пурлăхĕ те çук: алимент мĕнле шыраса илмелле?

“Ку хваттерте сирĕн валли кăсăклă материал тупăнатех”, — шантарчĕç Суд приставĕсен федераци службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем рейда тухсан. Артем Куманейкин суд приставĕпе, управленин пуçлăхĕн пулăшуçипе Антон Антоновпа пĕрле Шупашкарти Мускав районĕнче пурăнакан парăмçăсем — алимент тÿлеменнисем — патне çитрĕм. Суд приставĕсем кашни юнкун парăмçăсем патне хваттере çÿреççĕ.

2 Фев, 2017

Ашшĕпе пиччĕшĕ вăрçăра пуç хунă

«Манăн пурнăçра лайăххи те, начарри те пайтах пулнă. Ман пек нуша курнă çын нумай ĕнтĕ. Эх, яла кино килет тесен савăнса чупаттăмăр. Вăл та пулин сассăрччĕ. Халĕ ав килтен тухмасăр телевизор курма пулать. Ырлăхĕ темĕн чуль», — çапла калаçăва пуçларĕ Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттемре пурăнакан 90 çула çывхаракан Ольга Павлова. Малалла вулас...

2 Фев, 2017

Ача чухнех журналист пулас килнĕ

Спортсменка, хастар, чиперкке… И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренекен Кристина Адюкова пирки çапла калас килет. «Кавказская пленница» фильмри Нинăпа унăн тата мĕнле пĕрпеклĕх пур-ши? Пике шÿтлеме кăмăллать. Ăмăр кунра та хĕвел пăхтарма пултарать вăл. Çакăншăн ăна юлташĕсем хисеплеççĕ. Кăçал Кристина ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Ку уншăн кĕтменлĕх пулнă. «Стипендиатсен йышне кĕни — маншăн пысăк чыс», — палăртрĕ чăваш филологийĕн уйрăмĕнче 4-мĕш курсра ăс пухакан студентка. Малалла вулас...

февраль 1st

1 Фев, 2017

ЫРАШ ЛАЙĂХ

  • Ӳслĕк ниепле те ирт-мест-и? Тин вĕренĕ 2 стакан шыва 2 апат кашăкĕ ыраш тĕшшине ямалла, 10 минут пĕçермелле. Илсен çур сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут çуршар стакан вĕрилле ĕçмелле.
  • Мигрене пула пуç ыратсан 1 апат кашăкĕ мелисса çулçине тата 1 апат кашăкĕ пĕтнĕк çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 30 минутран сăрăхтармалла. Сивĕнсен çур стакан лимон сĕткенĕ хушмалла. Кунне 3 хут апат вăхăтĕнче 3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.

1 Фев, 2017

ГАЗ НУМАЙ ПУХĂНАТЬ

Газ нумай пухăнни /метеоризм/ час-часах тĕл пулать. Ку хăш чухне сывă çынсене те аптратать. Паллах, çак пулăмран тĕпĕ-йĕрĕпех сывалма сăлтавĕнчен хăтăлмалла. Çав вăхăтрах курăксен пулăшăвĕпе те усă курмалла.

Курăк чейĕ

1 Фев, 2017

ИРХИНЕ ХАСТАР, КĂНТĂРЛА ХАЛСĂР

Ирсерен энерги тапса тăрать, темиçе сехетрен вара ывăнчăклăх çавăрса илет, пукан çинчен тăма та вăй юлмасть. Сăлтавĕ япаласен ылмашăнăвĕ вăрахланнинче пулма пултарать. Япаласен ылмашăнăвĕ лайăх чухне калорисем хăвăрт çунса каяççĕ, çын сахалрах ывăнать, хăйне сывă туять. Сирĕн вара мĕнле?

Хăйне евĕр тест

1 Фев, 2017

«Хыпар»14 (27129) №, 1.02.2017

Страницы