Коррупци - хушаматсăр, адрессăр-и?
Республикăра коррупцие тĕпĕ-йĕрĕпех кăкланă тейĕн... Коррупци ыйтăвĕпе ирттерекен сумлă канашлура шăв-шав çĕкленĕ пĕр преступлени пирки те каламаннине, киревсĕр çул çине тăнă пĕр чиновник хушаматне те асăнманнине урăхла тата мĕнле хаклăн? Çавăнпах-тăр кунашкал пухусенче сенсаци йышши хыпарсем илтме хатĕрленсе килнĕ журналистсенчен чылайăшĕ ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн юнкунхи ларăвĕ вĕçленессе те кĕтмерĕ - тухса утрĕç.