Архив - 22 Янв, 2015
Михаил ИГНАТЬЕВ: «Пĕрле эпир нумай çитĕнÿ тăваятпăр!»
Çырăва хаклаççĕ
Пĕр ĕç пĕрлештерет
Раштав сиввине пăхмасăр республикăри 14 районтан килнĕ çынсене курма май пулчĕ. Мероприятие çавăн пекех яваплă хăнасем те хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче: ТР Президенчĕн департаменчĕн шалти политика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Данил Мустафин, Тутарстанри халăхсен ассамблейин председателĕн заместителĕ Николай Владимиров, Тутарстанри Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ Ирек Шарипов, Аксу муниципалитет районĕн пуçлăхĕ Камиль Гилманов.
Килне таврăнать кинемей...
Хулаçум автовокзалтан çĕнни патне каçмалли çĕр айĕнчи çул хĕрринче кивĕ фуфайка тăхăннă, тĕссĕрленнĕ тутăр çыхнă ватă карчăк ларать. Умĕнче - вараланчăк савăт. Иртен-çÿрен унта укçа пăрахса хăварать. Параканни - парать, паманни - пăрăнса каять...
Шупашкартан Шăмăрша çÿрекен автобуса билет илтĕм те, тепĕр сехет вăхăт пуррине кура, хулана тухма шухăшларăм. Каллех чăваш карчăкĕ умĕнчен иртме тиврĕ. Хальхинче те вунă тенкĕлĕх тимĕр укçа хутăм.
- Турă сывлăх патăрах сана, ырă çыннăм... - хуллен пăшăлтатрĕ ватă хĕрарăм.