"Хыпар", 187-192 /26593-26598/ №, 24.09.2014
"Малтанах ялта пуçламăш классене вĕрентнĕ май хула ачисемпе ĕçлеме йывăртарах пекчĕ. Кунти шăпăрлансем шухăрах пек туйăнтачĕç. Халĕ çав йывăрлăх хыçа юлнă - хăнăхса çитрĕм. Ачасем мĕнле çемьере çитĕннинчен те нумай килет, ытти саманта та шута илмелле - воспитани ĕçĕ интереслĕ те тĕрлĕ енлĕ",- çырать К.Николаев.