Архив - Июн 2014

июня 19th

19 Июн, 2014

Паха опытпа паллашĕç

Ĕнер Шупашкарта, Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче, федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен Культура çулталăкне халалланă «Культура çулталăкĕ: регионсен паха опычĕ» конференцийĕ ĕçлеме пуçларĕ.

19 Июн, 2014

Саккунсем - халăхшăн

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çирĕм иккĕмĕш сессийĕн кун йĕркинчи чылай ыйту ку е вăл саккуна улшăну е хушăм кĕртессипе, республикăннине федерациннипе пĕр пеклетессипе çыхăннă. Кун йĕркине çирĕплетиччен Юрий Попов спикер депутатсене, чĕннĕ хăнасене, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене Чăваш парламенчĕ тулли правапа ĕçлеме тытăннăранпа 20 çул çитнĕ ятпа тепĕр хут ăшшăн саламларĕ, малашне те пĕрлехи вăйпа пĕр тĕллевпе ĕçлеме ырă сунчĕ, К.Мифтахутдинов депутата хастарлăхпа пуçарулăхшăн РФ Патшалăх Думин Хисеп хучĕпе чысларĕ.

19 Июн, 2014

Полиграфи ăстисене Шупашкартах хатĕрлеççĕ

Полиграфи продукцийĕ /кĕнеке, хаçат, журнал, этикетка.../ ăнăçлă кун çути курасси чылай чухне печатникрен нумай килет. Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕ шăпах ĕнтĕ «Пичет ĕçĕн мастерĕ» профессие вĕрентет. Атăлçи регионĕнче полиграфи промышленноçĕ валли специалистсем хатĕрлекен кун йышши вĕренÿ учрежденийĕ урăх çук.

19 Июн, 2014

Хĕрĕх çул иртсен...

2014 çул маншăн юбилейсемпе палăрса юлĕ. Çемье çавăрнăранпа тата Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнăранпа - 30, Вăрнарти совхоз-техникумра /халĕ - ял хуçалăх техникумĕ/ диплом илнĕренпе 40 çул çитрĕ.

19 Июн, 2014

Кашни пациент валли уйрăм комплекс

Сиплев физкультури чир хыççăн сывлăха лайăхлатма, вăй пухма пулăшать. Республикăн вăй-хала аталантаракан центрĕнче çак меслетпе анлăн усă кураççĕ.

19 Июн, 2014

Хăрах витрепе, çурри тултарса...

Ялсенче шыв ыйтăвĕ шăрăх вăхăтра уйрăмах çивĕч. Апат пĕçерме, выльăх-чĕрлĕх шăварма çеç мар, вут-кăвартан сыхланма та, пахча çимĕç шăварма та кирлĕ вăл. Апла пулсан килти хуçалăхри шыв савăчĕсем кашни кунах тулли пулмалла. Хĕллехипе танлаштарсан унăн калăпăшĕ çулла темиçе хут ÿсет. Картишĕнчех çăл пулсан тем пекехчĕ те, чылай ялта халĕ те çынсем шыв ăсма инçене утаççĕ. Çулĕ такăр пулсан юрать-ха. Тулли витрепе çырма тĕпĕнчен хăпарасси - терт-асап вĕт.

19 Июн, 2014

ШĔВЕК ТЕ, МАÇ ТА АВАН

Температурăна чакарма хăва хуппи витĕмлĕ пулăшать. Ăна çут çанталăк аспиринĕ тесе те калаççĕ. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ хуппа тин вĕренĕ 300 миллилитр шыва ямалла, 10 минут вĕретмелле. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле.

vЭкзема, кĕçĕтни, ÿтĕн ытти чирĕ аптратсан çÿллĕ анăс курăкĕн /девясил/ вĕтетнĕ 2 апат кашăкĕ тымарне 4-5 апат кашăкĕ сысна ăш çăвĕпе хутăштармалла, вăйсăр çулăм çинче 15 минут вĕретмелле. Çулăм çинчен илсен 2 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Маçа ыратакан вырăнсене сĕрмелле.

Страницы