Йывăр чире пула больничнăй лист пачĕç. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх - сиплев пилĕк уйăха яхăн тăсăлмалла. Ĕçлев центрĕнче учетра сыхланса юлас тесен манăн мĕн тумалла? Кун пек чухне ĕçсĕрлĕх пособийĕн виçи мĕнле пулать?
Ленинград облаçĕнчи Гатчина хулинче бадминтон енĕпе Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Илтменнисен ăмăртăвне 6 регионтан 30 яхăн спортсмен хутшăннă. Унта Чăваш Ен атлечĕсем те вăй виçнĕ.
Район хаçачĕн 1970 çулхи пĕрремĕш номерне кăларнă хыççăнах эпир - тĕп редактор, унăн çумĕ, яваплă секретарь - университет-института экзамен тытма тухса кайрăмăр.
Иртнĕ кăларăмра пичетленнĕ Нинăн çырăвĕ питĕ шухăша ячĕ. Эпĕ унăн çырăвне темиçе хутчен те вуларăм, унтан та ытла "Секрет" документлă фильма нумай хутчен те пăхрăм. Пытармастăп, çыру та, фильм та манăн пурнăçа улăштарчĕç. Эпĕ шухăшлани, палăртни пĕчĕккĕн пурнăçланма тытăнчĕ. Кăмăл-туйăм та, сывлăхăм та лайăхланчĕ. Пĕлĕшĕмсем Ронда Бернăн "Тайна", Джон Кехăн "Подсознание может все!" кĕнекисене сĕнчĕç те - хаваспах паллашрăм.
Этемлĕхĕн черчен пайĕ пурнăçри йывăрлăхсене чĕре çывăхне йышăнма хăнăхнă, арçынран ытларах пăшăрханать вăл. Çавна пула та усал шыçă аталанать. Анчах ку диагноз "вилĕм" тенине пĕлтермест. Хальхи медицинăн чире çĕнтермелли тĕрлĕ меслет пур. Раççейре кашни кунах 47 хĕрарăм кăкăр шыççипе вилет. Республикăра çулталăк пуçламăшĕ тĕлне усал шыçăллă 22 пин ытла çынна шута илнĕ, вĕсенчен 60% - хĕрарăмсем.