Архив - Янв 2014

январь 16th

16 Янв, 2014

Яваплăха туймастпăр

Эпир ĕçленĕ тапхăрта кунашкалах марччĕ пек туйăнать. Ун чухне субботник е тасалăх кунне тăтăш ирттернĕ. Пурăнакан çуртсен таврашне, общество вырăнĕсене тасатса-тирпейлесе тăраттăмăр. Пухăннă таса марлăха е турттарса тухнă, е вырăнтах сăнаса тăрса çунтарнă, е шырлана тăкса çĕрпе хупланă.

16 Янв, 2014

Культура çулталăкне – музейре

Етĕрне районĕнчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем кăçалхи пĕрремĕш канашлăва район администрацийĕн ларусем ирттермелли залне пухăнчĕç. Администраци пуçлăхĕ В.Кузьмин вĕсене Çĕнĕ çулпа саламларĕ, вăл ăнăçлă пуласса шаннине пĕлтерчĕ. Çак шанăç пĕлтĕр япăх мар ĕçленипе çыхăннă.

16 Янв, 2014

Пахалăх ама çури ан пултăр

«Ĕçмелли шыв» программăна пурнăçласа республикăра халĕччен пысăк ĕç туса ирттернĕ. Ку енĕпе кашни район-хуларах палăрăмлă ырă улшăну пур. Акă ултă çул каялла Хĕр шывĕ çинче, Буинск поселокĕ çывăхĕнче, шыв управĕ ĕçе кĕнĕччĕ. Ăна уçма хутшăннă Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ ун чухне кунти тăрăха «Республикăна чи пахалăхлă шывпа тивĕçтерекен пĕрремĕш тăрăх» тесе хакланăччĕ.

16 Янв, 2014

Трак енсен ÿсĕмĕ курăмлă

Красноармейски районĕнче ял хуçалăхне 2013-2020 çулсенче аталантармалли муниципалитет программине пурнăçлассипе тĕллевлĕ тăрăшаççĕ. Яллă вырăнта пурнăç шайĕ лайăхланасси унран нумай килнине район ертÿлĕхĕ аван ăнланать.

январь 15th

15 Янв, 2014

Хамăр пурлăха упрар

2005 çултанпа Чăваш Енре усă куракан е уйрăмах сыхлакан территорири 759 лаптăка (1861 гектар) промышленноç е ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ çĕре куçарнă, çав шутра юлашки виçĕ çулта – 87 процентне.

ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх – хальхи вăхăтра 687 лаптăкпа(пĕлтерĕшне улăштарнă çĕрĕн 91 проценчĕ) усă кураççĕ. Тата 42-шĕнче (5 процент) строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Кăçал вара 27 лаптăкра строительство объекчĕсем çĕкленмелле.

15 Янв, 2014

«Кивĕлле пурăнмастпăр»

"Ялта пĕр-пĕр ферма пулнă пулсан тислĕк хырма тухмăттăмччĕ-и вара?" – чĕрре кĕнĕн хăйĕннех ĕнентересшĕн пенсионер. Иксĕмĕр ялта ĕç çукки пирки калаçса кайнă та, эпĕ ăна тепĕр çĕрте чаплă фермăра ĕçлеме те йĕркеллĕ çын тупайманни çинчен калатăп.

15 Янв, 2014

Чунне кура - илемĕ

– Мĕнле иртеççĕ сирĕн шкулта технологи урокĕсем?

– Урок тăршшĕпех çыратпăр. Хĕл ларчĕ те хушăран юр тасатма тухатпăр.

– Эпир вара юлташпа иксĕмĕр иртнĕ эрнере темиçе ярăмлă чечек лартмалли эрешлĕ хатĕр туса пĕтертĕмĕр. Пирĕн ĕç конкурса каясса пĕлтерчĕ учитель...

15 Янв, 2014

Тумхахлă çулпа

Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăх йĕркелениччен Йÿçкасси тăрăхĕнче тăватă колхоз пулнă: «Знамя», «Коммунизм», «Ударник», «Труд». 1979 çулта вĕсем пысăк хуçалăха пĕрлешнĕ. Унăн председательне «Труд» колхоза ертсе пынă Александр Михайлович Михайлова суйланă. Унăн хуçалăхĕ пур енĕпе те малта пынă: сĕт, аш-какай туса илессипе, тырă çитĕнтерессипе. Çынсем пултаруллă ертÿçĕ çĕнĕ предприятие те аталантарса ярасса шаннă.

Шанни тÿрре килнĕ. «Ударник» совхоз малалла çирĕппĕн утма пуçланă.

15 Янв, 2014

Мăшăр çунат

«Çирĕп çемье - çĕр-шыв никĕсĕ», - тесе ахальтен каламаççĕ халăхра. 30, 40, 50, 60 çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăр çамрăксемшĕн яланах тĕслĕх шутланать. Ĕмĕр ĕмĕрлесси вара уй урлă каçасси çеç мар-çке. Пурнăç çулĕ тумхахлă та пулать. Юратупа, пилпе чăмăртаннă çемье гранит пекех çирĕп.

Страницы