Архив - Янв 2014

январь 31st

Чăваш эстрада тÿпинче çулсеренех çĕнĕ çăлтăрсем çуталаççĕ. Анчах пĕрисем икĕ-виçĕ юрă шăрантарсанах çухалаççĕ, теприсем вара ĕмĕрĕпех сцена çинчен анмаççĕ. Шоу-бизнесра аталанса ĕçлес шухăшлисенчен пĕри - Сергей Лекеров. Юрăç чылай итлекене «Оппа, чиперкке!» юрăпа илĕртрĕ.

Çĕнĕ çул умĕн Мускавра пурăнакан чăвашсем Елена Малышева ертсе пыракан «Жить здорово!» программăн «Наци кухнипе çимĕçĕ» рубрикинче ÿкерĕннĕ.

Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксен проекчĕсен «СтуДень» ярмăрккине хутшăнчĕ. Студентсен кунне халалланă мероприяти республикăри çамрăксен чи пысăк пĕрлешĕвĕсен презентацийĕнчен пуçланчĕ. Сăмах май, Чăваш Енре ачасемпе çамрăксен 900 пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Вĕсенче - 50 пин ытла çын.

Раççей Президенчĕн 30 пин тенкĕлĕх премине Владимир Денисов вĕрсе тата çапса каламалли музыка инструментлисен Раççей шайĕнчи «Асамлă шăхлич» конкурсĕнче çĕнтернĕшĕн тивĕçнĕ. Халĕ Чăваш Ен каччи Питĕрти çар оркестрĕнче ĕçлет. ЧР Пуçлăхĕн пĕлтĕрхи стипендиачĕпе Интернет урлă çыхăнтăм.

Ывăл-хĕре мĕнле чĕнесси пирки ашшĕ-амăшĕ вăл çураличченех шухăшлать. Хăш-пĕрне ют çĕр-шывсенче анлă сарăлнă ятсем килĕшеççĕ, теприсене - вырăссен. Виççĕмĕшĕсем тĕпренчĕкĕсене тĕне кĕмен чăваш ячĕсене параççĕ. Шупашкарта пурăнакан Алексеевсен çемйинче Пинерпипе Асамат çитĕнеççĕ.

Йывăрлăха парăнман вăл, фашистсен пульлинчен, бомбинчен хăраман, шартлама сивĕпе выçлăха чăтнă. Сăмахăм - Ленинград пирки. Выçăпа, сивĕпе аптăранă çынсен вăйĕ те чакнă. Таса шыв, апат-çимĕç çук... Кашнин чĕринче - шанчăк. Çакă çеç пĕр çемьене чăмăртаннă халăха блокадăна çĕнтерме пулăшнă. Унтанпа чылай çул иртнĕ.

Сочири Олимп паркĕнчи тĕп медиацентрта Краснодар крайĕнчи пултарулăх лаççисен куравĕ ĕçлеме тытăннă. Унта 2 метрлă тата 300 килограмлă сăмавар пур. Çав сăмавара 332 литр шыв кĕрет. Вăл хĕлле - 60, çулла 40 минутра вĕреме кĕрет. Кунсăр пуçне медиацентрта унашкал тепĕр 3 сăмавар вырнаçтарнă. Куравра çавăн пекех икĕ метр çÿллĕш кĕл чечеке, канфетран тата çемçе теттерен ăсталанă çыхăсене курма пулать.

* * *

Республикăри пултаруллă çамрăксем пирки хаçатра тăтăшах çыратпăр. Вĕсен йышĕнче - стипендиатсем, тĕрлĕ шайри конкурс-ăмăрту çĕнтерÿçисем. Хальхинче «ÇХ» тĕпелне РФ Президенчĕн çĕр-шыври çамрăк ăсчахсене паракан 600 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ Михаил Беликова чĕнтĕмĕр.

Страницы