Архив - 14 Ноя, 2014

14 Ноя, 2014

Шкул ачисемпе студентсен сывă пурнăçĕшĕн

Çынсем наркотикпе ашкăнни тавра чылай калаçатпăр пулин те лару-тăру улшăнни сисĕнмест. Вилĕм "сутакансем" çĕнĕрен те çĕнĕ хутăш шухăшласа кăлараççĕ. Çынсене çак хутăшсемпе усă курасран сыхланас тĕллевпе йĕрке хуралĕпе прокуратура ĕçченĕсем тăтăшах профилактика ĕçĕ йĕркелеççĕ.

14 Ноя, 2014

“Шурă вилĕмĕн” тĕпсĕр шурлăхĕ çамрăксене путарать

Наркотике пула çулленех пирĕн çĕршывра 100 пине яхăн çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Вăл ваттине те, вĕттине те хĕрхенмест. Çак амакăн "аллине" çакланакансене çул чылай чухне вилĕм патне илсе çитерет.

14 Ноя, 2014

“Хамăр çинчен пĕтĕм тĕнчене пĕлтерес килет”

Шупашкар районĕнчи Апаш тăрăхĕ ĕлĕкренпех археологи енĕпе палăрса тăрать. Унта тупнă савăт-сапа Чăваш наци музейĕнче упранать. Çак тăрăхра пултаруллă çын та нумай. Вĕсенчен пĕри - ЧР Пуçлăхĕн стипендине виçĕ хутчен тивĕçнĕ Екатерина Ерилеева.

14 Ноя, 2014

«Хресчен сасси - Кил» 88 № (2500)

Çĕнĕ номерте:
Хир карапĕсем туяннă
Сапни усăллă
Хĕле хатĕрленсе
Мăк курăкне купороспа
Хĕлĕпех çăмарта туччăр
Сывă та нумай çул пурăнма
Çемье рецепчĕ.

14 Ноя, 2014

Çĕнтерӳçĕсене хавхалантарĕç

ЧР Правительствин ларăвĕнче 32 ыйту пăхса тухнă. Унта хула тăвас ĕçе йĕркелесе пырасси, тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕ кӳресси, муниципалитетсен çурт-йĕр тĕрĕслевĕ çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртессине ырланă. Финанс министрĕ Светлана Енилина республикăн 2014 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджетне 30,3 млрд тенкĕ тупăш кĕнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан çак виçе 2,9 процент пысăкланнă. Тăкаксем те 30,3 млрд тенке яхăн. Ку кăтарту иртнĕ çулхинчен 9 процент пысăкрах.

14 Ноя, 2014

Хир карапĕсем туяннă

Уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен çĕр ĕçченĕсен ял хуçалăх техники туянас шухăш-кăмăл сĕврĕлет. Анчах шăпах çак вăхăтра техника туса кăларакан хăш-пĕр компанисем ăна йӳнĕрех хакпа сутма тăрăшаççĕ. Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх - «Ростсельмаш» ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене хавхалантарма йӳнĕрех хаксем çирĕплетнĕ.

Чи малтанах çак çăмăллăхпа Вăрнар районĕ усă курнă. Калăпăр, «Мураты», «Санары» хуçалăхсем тырă комбайнĕ туяннă. Çак кунсенчех К. Маркс ячĕллĕ хуçалăха та çичĕ метр сарлакăш çулакан косилка çитмелле.

14 Ноя, 2014

Хĕлĕпех çăмарта туччăр

Çулталăкĕпех сĕтел çинче тин тунă çăмарта пултăр тесен чăх витинче хĕлле те хăтлă та çутă пулмалла. Чăхсене паха апат çитермелле. Хăшĕ-пĕри витере ăшă тытма дизель кăмакапа, буржуйкăпа, радиаторпа е инфрахĕрлĕ лампочкăпа усă курать. Чăх каштине урайĕнчен 50 см çÿллĕшне вырнаçтармалла. Урайĕнчи айсарăмĕ те хулăн кирлĕ: 25-30 сантиметр тейĕпĕр. Çилсĕр кун температура 15 градусран иртмен чухне чăхсене уçăлма кăлармалла. Чăхсене хĕлле уçăлма кăларни организма D витаминпа пуянлатать, çăмарта хуппин пахалăхĕ шăпах çак витамин пурринчен килет.

14 Ноя, 2014

Улшăну кĕртмен-ха

Эпĕ 60 çулта. 5 ача çуратса ÿстернĕ. Ĕç ветеранĕ. Хĕрĕм 1958 çулта çуралнă. 10 класс пĕтерсен 5 çул пединститутра вĕренчĕ. Ĕçлесе 35 çул стаж пухрĕ. Республика ертÿçи темиçе çул каялла 35 çул стаж пухнисене те ĕç ветеранĕ ята пама май шырасси пирки каланăччĕ. Халĕ вара темшĕн хисеплĕ ята тивĕçме 37 çул ĕçлемелли çинчен калаçаççĕ. Малашне ман шутпа тулли стаж пухакансем те пулмĕç. Чылайăшĕ таçта ютра, ĕç кĕнекисĕр тăрмашса çÿрет-çке.

Краснова.

Патăрьел районĕ, Ишлĕ ялĕ.

14 Ноя, 2014

Кая юлман

Патшалăхăн пенсин хушма укçа (софинансирование) программине кĕмелли вăхăта тăснă.

Çĕнĕ нормăпа килĕшÿллĕн 2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен патшалăхăн хушма укçа программине кĕрсе юлайман граждансем программăна халĕ кĕме пултараççĕ. Программăна хутшăнмалли тапхăра 2014 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăснă. Пирвайхи взноса вара 2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен хывмалла: 2 пин тенкĕрен пуçласа 12 пин тенкĕ таран.

Страницы