Ака хыҫҫӑн савӑнма аван

16 Июн, 2018

Паян, ҫĕртме уйӑхĕн 16-мĕшĕнче, Шупашкар районĕнче Акатуй иртрĕ. Ентешсем ӑна Раҫҫейри Ырӑ тӑвакансен ҫулталӑкне тата Аслӑ Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев 170 ҫул тултарнине халалларĕҫ.

Уяв ячĕпе ентешсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхĕ Михали Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР Патшалӑх Канашĕн Председателĕн
ҫумĕ - ЧР Патшалӑх Канашĕн Бюджет, финанс тата налук енĕпе ĕҫлекен комитечĕн председателĕ Альбина Егорова тата ЧР Патшалӑх Канашĕн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвĕсемпе ĕҫлекен комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов саламларĕҫ.
Хӑнасем малтанах Кӳкеҫри Советски урамĕнчи ҫĕнĕ ҫула уҫма хутшӑнчеҫ, каярахпа ял тӑрӑхĕсен кил картишĕсемпе паллашрĕҫ. Кунта курмалли, чӑн та, чылай пулчĕ.

Сӑмахран, Ҫĕньял ял тӑрӑхĕнче пурӑнакан Наталья Иванова Иван Яковлевӑн кĕнеки евĕр торт хатĕрленĕ. Ентешсем хӑнасене ҫӑкӑр - тӑварпа, юрӑ - ташӑпа кĕтсе илчĕҫ.
Район администрацийĕн пуҫлӑхе Владимир Димитриев ҫураки кӑтартӑвĕсемпе, малашнехи плансемпе паллаштарчĕ. Чи хастар ĕҫченсем вара наградӑсене тивĕҫрĕҫ.

Сӑмах май
Сергей Ванюшкин, Шупашкар районĕн администрацийĕн ял хуҫалӑхĕпе экологи пайĕн пуҫлӑхĕ:
- Уява кӑмӑллӑн кĕтсе илетпĕр. Ҫурхи культурӑсене пĕтĕмпех планпа пӑхнӑ чухлех акнӑ, пĕлтĕрхи шайрах, 11 300 гектар ҫинче. Унсӑр пуҫне кĕрхи культурӑсем 4 пин ытла. Ҫĕр улми лартмалли плана та тултарнӑ. Нумаях пулмасть уй-хирсене пахаларӑмӑр. Малтисем : " Атлашевский", " Прогресс", "Чурачикский" тата Ленин ячĕллĕ хуҫалӑхсем.
Светлана Васильева, "Атлашевский" хуҫалӑх доярки:
- Паян эпĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхĕн Тав хутне тивĕҫрĕм. Питĕ савӑнтӑм. Ҫакӑ мана малашне ĕҫлеме хавхалантарать.

Комментировать