Йывăç-тĕм лартса çут çанталăка тĕпчеççĕ

«Симĕс хула» общество организацийĕ Экологи çулталăкĕ пулнине шута илсе республикăри «Вĕренÿ экомарафонĕ» проекта ĕçе кĕртме пуçланă.

Çамрăк ăрăвăн экологи культурине ÿстерес тĕллевпе пуçарнă проектпа килĕшÿллĕн вĕренÿ заведенийĕсенче шкул ачисемпе студентсем валли уроксем ирттереççĕ, акцисем йĕркелесе тавра лăха çÿп-çапран тасатаççĕ тата йывăç-тĕм лартаççĕ. Экохастарсене педагогсем те пулăшаççĕ.

Çапла майпа çамрăксем мероприятисенче республикăри экологи лару-тăрăвĕпе, çут çанталăк ресурсĕсемпе паллашаççĕ, тă ван тавралăха упрас тĕлĕшпе хăйсем мĕн тума пултарнине сÿтсе яваççĕ, викторинăсемпе ăсталăх класĕсене хутшăнаççĕ. Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Шупашкарпа Элĕк районĕсенчи 11 шкулта уроксем иртнĕ ĕнтĕ. Йĕркелÿçĕсем ытти районпа хулана та çитĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас