Пĕр ыйту та татăлмасăр юлмĕ

2 Юпа, 2015

Калаçу - пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсем çинчен

Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе сентябрĕн 30-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Инвестици лару-тăрăвне лайăхлатакан тата Экономика канашĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ.

Михаил Васильевич Министрсен Кабинечĕн Председателĕ пулма Иван Моторина çирĕплетни çинчен пĕлтерсе уçрĕ ăна. Унтан транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Филиппова сăмах пачĕ. Владимир Иванович «Пысăк хăвăртлăхлă электропуйăссем çÿремелли «Мускав-Хусан» чукун çул строительствин инвестици проектне Чăваш Республикин территорийĕнче ĕçе кĕртесси мĕнле пыни» çинчен доклад турĕ.

- Чукун çул Чăваш Республикин Етĕрне, Муркаш, Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсен çĕрĕсемпе иртмелле. Пысăк хăвăртлăхлă магистраль /ПХМ/ тавралăха еплерех витĕм кÿме пултарасси пирки халăх итлевĕ малалла пырать. Пулас трасса çынсене калаçтарать, паллах. Хăйсем пурăнакан вырăнсене, ушкăнлă пахча пĕрлешĕвĕсене тĕкĕнесрен шикленеççĕ, - терĕ Владимир Иванович. - Вĕсен шухăш-сĕнĕвне тĕпе хунăран проект çĕнелсех пырать. Етĕрне районĕнче магистраль хулан çурçĕр енĕпе - Никольское ялĕ çывăхĕпе иртĕ. Мускав енчен килекен электропуйăс Чăваш Ен территорийĕнче малтан - Етĕрне районĕнчи Полянки сали, унтан Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуç ялĕ çывăхĕнче чарăнĕ.

Шĕнерпуç Кÿкеç поселокĕнчен инçех мар Федераци пĕлтерĕшлĕ М-7, «Атăл» трассăсем юнашарах иртнĕрен çынсене чарăнăва çитме питĕ меллĕ. Унччен Мăнал ялĕ çывăхĕнче пулĕ тенĕччĕ те - станци вырăнне хальхинче ăнăçлăрах суйласа илнĕ.

Республика çĕрĕпе хывăнакан магистарлĕн 118 км тăршшĕ сыпăкне хута яма 138 млрд тенкĕ кирлĕ. Ăна тума 5600 çын хутшăнĕ. Халĕ Чăваш Енре инженерипе геологи ĕçĕсем пыраççĕ.

Владимир Филиппов инвестици проекчĕн çĕнĕ варианчĕсене çирĕплетесси пирки август уйăхĕнче калаçусем икĕ хут та пулни çинчен каларĕ.

Магистрале тума «Трактор завочĕсем» концерн, «Промтрактор- Промлит», В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ, «ЭЛАРА», электротехника кластерĕ, çул-йĕр хуçалăхĕн организацийĕсем, строительство комплексĕ, ытти предприятисем те хутшăнасси çинчен пĕлтернĕ. Туса пĕтернĕ хыççăн ăна 680 рабочи пăхса тăрĕ.

Г.А.Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» производство комплексĕн маркетинг тата чукун çул техникине аталантарас енĕпе ĕçлекен директорĕ Семен Рыжков, «ЭКРА» компанисен ушкăнĕн департамент директорĕ, техника наукисен кандидачĕ Владимир Матисон ПХМ строительстви валли туса кăларакан продукци çинчен каласа кăтартрĕç.

Михаил Игнатьев магистраль строительствин хатĕрленÿ тапхăрĕнчи лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе пĕр ыйтăва та татса памасăр хăвармалла мар терĕ. Ку енĕпе ПХМ тăвассипе çыхăннă яваплă çынсем çине тăрсах ĕçлеççĕ.

Экономика аталанăвĕ, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин наци рейтингĕн кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Енре инвестици лару-тăрăвĕ еплерех пулнине палăртрĕ. Эпир субћектсем хушшинче - 9-мĕш, федерацин Атăлçи округĕнче 3-мĕш вырăн йышăнатпăр, «А» ушкăна кĕретпĕр. Республикăра бизнеса аталантарма лайăх майсем пур.

Шупашкарти электроаппарат завочĕн финанс директорĕ Александр Горелов, Чăваш патшалăх университечĕн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен проректорĕ Владимир Афанасьев ларура ĕçлевлĕх ăслăлăхĕсене аталантарни инвестици потенциалне ÿстерме пулăшни çинчен каларĕç.

В.ВАЛЕНТИНОВ

Рубрика: