Ыйтăм кăтартăвĕсем тÿрре тухнă
16 Oct, 2015

Октябрĕн 13-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев республика Пуçлăхĕн Администрацийĕ çумĕнчи общество канашĕн черетлĕ ларăвне хутшăннă.

Ларура социологсен «Социс-М» общество организацийĕн директорĕ Дмитрий Борцов сентябрĕн 13-мĕшĕнчи суйлав кунĕн кăтартăвĕсем тăрăх exit poll пĕтĕмлетĕвĕн танлаштаруллă анализĕпе паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - суйлав кунĕнче суйлав участокĕсенчен тухакан граждансен социологи ыйтăмне 5,3 пин ытла çынна явăçтарнă. Вĕсенчен 32% камшăн сасăланине пĕлтерме килĕшмен, çавна май тĕпчев 3,6 пин çын хуравĕсем çинче никĕсленнĕ. Ыйтăм кăтартăвĕсем тата сасăлавăн официаллă кăтартăвĕсем нумай уйрăлса тăмаççĕ - уйрăмлăх 1,1% кăна.

Юрий Васильев кунашкал тĕпчевсем усăллине палăртнă, мĕншĕн тесен вĕсем суйлав кăтартăвĕсене пăсасран сыхланма пулăшаççĕ. Эппин, çак мелпе анлăрах усă курмалла.

Общество канашĕн членĕсем республикăри общество тĕрĕслевĕ çинчен калакан саккун проектне экспертиза тунă. Юридици наукисен докторĕ Николай Петренко проектăн тÿрлетмелли статйисем çинче чарăнса тăнă. Юлашкинчен пухăннисем канашăн ĕç планне тишкерсе çирĕплетнĕ.