Йыш ÿснине шута илсе
4 Sep, 2015 | Вĕрентÿ

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов палăртнă тăрăх – кăçал вĕренÿ тытăмне пĕтĕмпе 1,1 млрд тенкĕ ытла укçа хывнă. Шкул çулне çитмен ачасен учрежденисене модернизацилеме - 512 млн, вĕренÿ çурчĕсем тума тата çĕнетме - 165 млн, вĕсене тĕпрен тата куллен юсама 263 млн тенкĕ тăкакланă. Тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр, кĕнекесем, автобуссем туянма, хăрушсăрлăха тивĕçтерме 247 млн тенкĕ кайнă.

Шкул ачисен шучĕ ÿснĕ. Пĕрремĕш классенче вĕренекенсем уйрăмах йышлă. Çакна кура нумайăшĕн иккĕмĕш сменăна çÿреме тивет. Ку çивĕч ыйтăва татса пама 2016 çулта çĕнĕ, хăтлă шкулсем тăвассипе çыхăннă программăна пурнăçа кĕртме тытăнасшăн.