Йÿнни ­— пахалăхсăр тениех
17 Ноября, 2015 | Вĕрентÿ

Ачасен садиксенчи апатланăвĕшĕн ашшĕ-амăшĕ хывакан тÿлев виçи - чăннипех сисĕмлĕ тема. Ăна пысăклатас ыйтăва çĕклерĕç те - ку тÿрех пурне те калаçтарма тытăнчĕ. Çавăнпах-тăр ĕнер ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир ИВАНОВ журналистсемпе курнăçрĕ, ыйтăва уçăмлатрĕ.

Владимир Николаевич палăртнă тăрăх - сăмах чи малтанах ачасен апачĕн пахалăхĕ пирки пырать. Хака ятарласа пысăклатас тĕллев çук. «Хăшпĕр районти е хулари садиксенчи апат-çимĕç ытла та йÿннине куратпăр та - тÿрех ыйту çуралать: кунашкал хак мĕнле йĕркеленет? Ача садикре 12 сехет пулать тĕк - апат хакĕ 70 тенкĕрен кая мар пулмалла. 10 сехет тĕк - 50 тенкĕрен кая мар». Хака çак виçесенчен пĕчĕкрех палăртни тÿрех апат-çимĕç пахалăхĕ тĕлĕшпе иккĕленÿ çуратма тивĕç. Кун пирки каланă май Вĕренÿ министерствин ертÿçи Шупашкар районне асăнчĕ - унта хаксем 50 тенкĕрен пĕчĕкрех-мĕн.

Журналистсем хăш район е хула садикĕсем тĕлĕшпе ыйтусем пуррине пайăррăн палăртма ыйтрĕç те - министр вĕсене ятран асăнмарĕ, çапах хăшпĕр администраци хаксем тĕлĕшпе «вариантсене тишкерме» хăтланнине пытармарĕ. Владимир Николаевич шучĕпе, çак лару-тăрура хаксем ÿсни пирки кăна мар, чакни çинчен те калаçма пулать. Çÿлерех асăннă виçерен пĕчĕкрех пулмалла мар, çав вăхăтрах чи пысăк виçерен те ирттерсе яма юрамасть. Ăна 107 тенкĕ шайĕнче чикĕленĕ.

Çапла вара министр хăй ертсе пыракан ведомство ĕçне апатлану хакне сăлтавсăр ÿстерсе ярасран сыхланассинче, çавăн пекех апат хакĕ пĕчĕк /пахалăхсăр тесе вула/ садиксенче ăна пысăклатассинче курать. Ÿстерни, паллах, пахалăха лайăхлатассипе сăлтавланмалла. Паллах, министр малашне ача сачĕсенчи ĕçме-çимешĕн ашшĕ-амăшĕ хывакан тÿлев ÿсмĕ тесе çирĕплетеймест. Ку енĕпе пĕртен-пĕр сăлтав кăна пулма пултарать: инфляци - апат-çимĕç унăн шайĕпе кăна хакланĕ.

Сăлтавсăр ÿсĕме вара ашшĕ-амăшĕ хăй те тĕрĕслесе тăма пултарать: вĕсем укçа тÿлеççĕ вĕт - хăйсен укçи ăçта кайнине курса-пĕлсе тăма тивĕç. Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем ачасен апатланăвĕн хакĕ мĕнле йĕркеленнипе интересленнине министр çапла хуравларĕ: «Экономика аталанăвĕн министерстви пире тĕрлĕ апат-çимĕç хакĕсене пĕлтерет, çак статистика тăрăх меню хатĕрлетпĕр».

Иртнĕ эрнере Дмитрий Медведев премьер çĕршыв шкулсем тумалли пысăк программăна пурнăçлама тытăнасси пирки пĕлтернĕ май меллĕ самантпа усă курса министртан Чăваш Ен планĕсем пирки те ыйтрăмăр.

- Дмитрий Медведев ирттернĕ канашлу пирĕншĕн кĕтменлĕх пулмарĕ, - терĕ Владимир Николаевич. - Çак йышăнăва эпир тахçанах кĕтнĕ, чăннипех савăнтăмăр. Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Иван Моторин премьер ирттерекен канашлура тивĕçлĕ вĕренÿ организацийĕсен переченьне пăхса тухăпăр. Чи малтанах шкулсенче ачасем икĕ сменăпа вĕреннипе çыхăннă ыйтăва татса памалла, унтан - шкулсен кивĕ, юхăнса кайнă çурчĕсен ыйтăвне. Список хатĕрлĕпĕр, унта çитес 5-10 çулти аталану программине кĕртмелли шкулсем пулĕç. Малтанлăха палăртнă çак списока раштав вĕçĕнче Министрсен Кабинечĕ тишкерсе çирĕплетĕ.

Николай ДИМОВ

Николай ДИМОВ