Ывăлне вĕлернĕ

7 Çу, 2015

Етĕрне районĕн сучĕ 52-ри хĕрарăм тĕлĕшпе приговор вуланă: ăна пĕтĕмĕшле режимлă колоние 8 çуллăха ăсатма йышăннă.

Уголовлă ĕç материалĕсем тăрăх, кăçалхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче çак хĕрарăм хăйĕн килĕнче, Етĕрне районĕнчи Тури Мучар ялĕнче, пулнă. Хайхискер 31 çулти ывăлĕпе харкашнă. Унччен те пулман - çĕçĕ ярса тытнă та хăй çут тĕнче парнеленĕскере кăкăрĕ тĕлĕнчен яшлаттарнă. Йывăр суранланнипе юн нумай çухатнăскер çавăнтах сывлама чарăннă. Палăртса хăвармалла: хĕрарăм суд сакки çине виçĕ хут ларнă. 1994, 1999 çулсенче - çынна вĕлернĕшĕн, 1997 çулта - вăрланăшăн.

Рубрика: