Юрăллă тĕлпулу

27 Çу, 2016

Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕ кăçал 15 çул тултарчĕ. Çак тапхăрта çĕр-çĕр çамрăк професси илсе чăваш халăх искусствипе йăли-йĕркине çĕклеме хутшăннă. Хальхи вăхăтра институтра 480 хĕрпе каччă вĕренет.

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев институтăн коллективĕпе тата Попечитель канашĕн членĕсемпе тĕл пулчĕ. Малтанах институт ректорĕ Наталья Баскакова вĕренÿ заведенийĕн паянхи пурнăçĕпе, малашлăхри аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Наталья Ивановна палăртнă тăрăх — ку енĕпе тĕллевсем пысăк. Хальхи вăхăтра кунта 13 енĕпе специальноç параççĕ, çитес вăхăтрах туризм, сцена ÿнерĕ тĕлĕшпе пĕлÿ илме пуçлĕç. Çакна пурнăçлама ЧР Правительстви тытса пыракан çул-йĕр пулăшнине палăртрĕ. Çакăншăн вăл Михаил Игнатьева тав турĕ.

Михаил Васильевич шухăшĕпе — урăхла пулма та пултараймасть. «Кунта вĕренекенсем — нацин ылтăн кадрĕсем, халăхăн ăс-хакăл, кăмăл-сипетне туптакансем, йăли-йĕркине аталантаракансем, — терĕ. — Юлашки çулсенче, экономика лару-тăрăвĕ питĕ йывăр пулсан та, института бюджетран уйăрса паракан нухрат калăпăшне чакарман. Тăван халăхăн пуян еткерне сыхласа хăварни пире вăйлăрах пулма май парĕ».

Попечительсен канашĕн председателĕ Лев Кураков юлашки тапхăрта тунă ĕçсем тата умри тĕллевсем пирки чарăнса тăчĕ. «Çавсене пурнăçа кĕртсен институт чăннипех республикăн культура центрĕ пуласса шанатăп», — терĕ Лев Пантелеймонович.

Сăмах илекенсем татах пулчĕç: Светлана Краснова, Ольга Денисова, Зинаида Воронова, ыттисем. Вĕсем тав сăмахĕсемпе пĕрлех пуласлăхра пурнăçламалли ĕçсене те хускатрĕç. Тĕлпулу вăхăтĕнче юрă-кĕвĕ те шăранчĕ. Ăна кунта пĕлÿ илнĕ Ольга Кириллова тата вĕренекен Александр Пушкин парнелерĕç.

Надежда СМИРНОВА.