Юр кунĕ юр парнелерĕ

19 Кăрлач, 2016

Çулталăк календарĕнчи çĕнĕ уявра - Юр кунĕнче - юр çунинчен тĕлĕнме кирлех мар пулĕ. Уява пухăннисене пушшех савăнтарчĕ ку. «Чăн-чăн хĕлле паян», - терĕ ашшĕ-амăшĕ хĕпĕртесе. Ачасене те çил-тăман пачах хăратмарĕ, выляса кулма сăлтав кăна пулчĕ ку. Тĕнчипе анлă сарăлнă уява Раççейĕпе палăртаççĕ. Юр кунне паллă тăвасси пирĕн республикăра та йăлана кĕчĕ.

Спорт уявĕ кăçал Шупашкарти «Спартак» стадионта иртрĕ, унта 116 çемье /350 çын/ хутшăнчĕ. Спортпа туслăскерсене ЧР физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Яковлевпа Шупашкар хула администрацийĕн спорт управленийĕн пуçлăхĕ Александр Малов саламларĕç, пурне те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сĕнчĕç. «Сывлăх чи пысăк пуянлăх пулнине нихăçан та манмалла мар. Ачаран спортпа туслă çын чирлемест, вăл ĕçре те, вĕренÿре те тăрăшуллă», - терĕ Алексей Николаевич ăмăртăва старт панă май.

Командăсем виçĕ ăмăртура тупăшрĕç: юр чăмаккисене тĕл пересси, хоккей клюшкипе мечĕке кустарасси, пĕр-пĕрне «пÿремечпе» ярăнтарасси. Пысăк йышра чи пултаруллисене палăртма çăмăлах пулмарĕ. Чи сумлă парнесене вара Калинин районĕнчи Сайгушевсем, Ибринсем тата Павловсем тивĕçрĕç. Васильевсемпе Михайловсем, Киселевсемпе Агеевсем те тĕрлĕ тупăшура хастар пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене яланхи пекех дипломпа тата медальпе чысларĕç, хутшăнакансене пурне те сертификатпа футболка пачĕç.

Шупашкарти Семеновсем ăмăртура мала тухаймарĕç пулин те кулянмаççĕ, вĕсемшĕн хутшăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. «Пирĕн çемьере пурте спортпа туслă: кану кунĕсенче хĕлле йĕлтĕрпе тухатпăр, конькипе ярăнатпăр, çулла велосипед çине ларатпăр, Атăлта шыва кĕретпĕр. Бассейна çÿрессине йăлана кĕртрĕмĕр. Ачасем те шкулти ăмăртусенчен юлмаççĕ, медальсем çĕнсе илеççĕ. Çакнашкал уявсем çемьене çирĕплетеççĕ: ашшĕ-амăшĕн кăмăл-туйăмĕ çĕкленет, ача-пăча хĕпĕртет. Вĕсем ытларах пулсан тата аванччĕ. Ăмăртусем сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тата çĕнтерÿ патне ăнтăлма вĕрентеççĕ», - терĕ кил хуçи.

Егоровсем те спорт уявĕпе кăмăллă. «Паллах, эпир çĕнтерме тупăшрăмăр. Хĕрĕме юр чăмаккисемпе пеме ытларах килĕшрĕ, эпир вара «пÿремечпе» чун каниччен ярăнтăмăр. Çамрăк чухне питĕ хастар пулнă, халĕ те юн вĕрет. Малашне те килте тунсăхласа ларас теместпĕр. Акă нарăс уйăхĕнче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» старт илет, унран юлмастпăрах. «Атте, анне тата эпĕ - спорт çемйи» фестивале те хутшăнма тĕллев пур», - терĕ Ирина Егорова.

Пĕтĕм тĕнчери йĕлтĕр спор­чĕн федерацийĕ паллă тума сĕннĕ уявăн малашлăхĕ пурах. Мĕншĕн тесен вăл ачасемпе ашшĕ-амăшне спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, çутçанталăка юратма вĕрентет. Паянхи çамрăксене илĕртекен çĕнĕлĕхсемпе астармăшсенчен пăрса çунашкапа ярăнас, юр кĕлетке тăвас тата манăçа тухса пыракан ытти ырă йăлана каялла тавăрать.

А.МИХАЙЛОВ

Рубрика: