Юр çăвать те çăвать...

5 Нарăс, 2015

Февраль юрлă-тăманлă уйăх пулнине чăннипех тÿрре кăларать. Паллах, ку çулçÿреве те чăрмантарать.

ПАИ управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - ытларикун кăна республикăри çулсем çинче 105 авари пулнă - питĕ нумай. Çав аварисенче 10 çын шар курнă. Ахальтен мар ĕнтĕ çул-йĕр инспекторĕсем çак кунсенче чăннипех çивĕч графикпе ĕçлеççĕ - водительсене тарăн юр çинче лакса ларнă транспорт хатĕрĕсене алă вĕççĕн тĕртсе кăларма пулăшмашкăн та ÿркенмеççĕ. Паллах, лару-тăру йывăр вырăнсенче тивĕçлĕ тытăмсем çулсене вăхăтра тасатнине те куçран вĕçертмеççĕ.

Юр нумаййине пула тĕп хулари лару-тăру пушшех ансат мар. Кунта çулсене тасатма транспорт юхăмĕ пысăкки чăрмантарать. Тата - яваплăха туйман водительсем хăйсен автомобилĕсене çул хĕрринче, юраман ытти вырăнта лартса хăварни. Çавна май юр тасатакан техника иртеймест - чăн нуша. Ирĕксĕрех çирĕп мерăсем йышăнма тивет.

ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи январьте кăна Шупашкарта транспорт хатĕрĕсене лартса хăвармалли правилăсене пăснăшăн вĕсен 345 хуçине административлă майпа явап тыттарнă. Çавăн чухлĕ автомобиле Лапсар тăкăрлăкĕнчи ятарлă стоянкăна эвакуациленĕ. Ку - хулан Гараж хуçалăхĕсем тăвакан тата вĕсене тытса тăракан дирекци Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕпе пĕрле ирттерекен рейдсен кăтартăвĕ. Çак ĕçе хула администрацийĕ хушнипе пурнăçлаççĕ. Тĕллев - урамсене юртан вăхăтра тасатмалли, чăрмавсăр çулçÿреве тивĕçтермелли условисем туса хурасси.

Иртнĕ кану кунĕсенче Тĕп пасар çумĕнчи территорирен, Ленинград урамĕнчен, 30-мĕш автоçул çинчен юраман çĕрте лартса хăварнă транспорт хатĕрĕсене эвакуациленĕ - 20 ытла автомобиле ятарлă стоянкăна тиесе ăсатнă. Ку ĕç малалла пырать. Эрне пуçламăшĕнче, сăмахран, çак йĕркесен авторĕ Гладков урамĕнчен машинăсене эвакуаторпа тиесе кайнине асăрханăччĕ. Автомобильсене лартса хăварма юраманнине кăтартакан ятарлă паллăсем те пур - пурпĕр çулăн хăрах енĕпе тăршшĕпех машинăсем лараççĕ. Çавна май «хĕсĕннĕ» çул çинче транспорт хăвăрт иртеймест.

Машинăсен хуçисене те ăнланма пулать-ха ĕнтĕ: стоянкăсем сахаллине, пушă лаптăксене юр хÿсе кайнине кура ниçта пырса тĕкĕнме çук. Апла пулин те - правилăсене пăхăнмаллах...

Николай ДМИТРИЕВ

Рубрика: