Юлашки çулсенче çеç Çĕнĕ Шупашкара 5 млрд тенкĕ хывнă

7 Çурла, 2015

Михаил Игнатьев юнкун спутник хулари шкулсен, ача сачĕсен, хушма пĕлÿ паракан учрежденисен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков вĕренÿпе çыхăннă ыйтусене çутатрĕ. "Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ача сачĕсене реструктуризацилерĕмĕр, - терĕ. - Вĕсен заведующийĕсене аслă воспитатель шайне антартăмăр. Ытти должноçа пĕтермен, пĕр çынна та ĕçрен кăларман".

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан хыснари укçана перекетлес тĕл-левпе ертÿçĕсен шалăвне пĕчĕклетнине çынсем мĕнле йышăннине пĕлесшĕн пулчĕ. Хулан социаллă программисене пурнăçа кĕртессишĕн яваплă Алла Самойлова министр: "Тĕрлĕрен йышăнчĕç, - терĕ. - Ĕç укçине пĕ-чĕклетнĕ пирки темиçен ыйту çĕклерĕç".

О.Бирюков çÿлте асăннă учрежденисен çурчĕсене модернизацилес тĕлĕшпе 2013-2015 çулсенче пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Цифра нумай каларĕ. Хăшпĕрне çеç илсе кăтартас килет. Пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетме, çуртсене юсама 300 млн тенкĕ куçарнă. Икĕ ача сачĕ тунă. Юсав малалла пырать. Республикăпа Çĕнĕ Шупашкар хыснине кăçал тупăш пĕл-тĕрхинчен сахалрах кĕнĕрен унăн хăвăртлăхĕ вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне тивĕçтермест. Çакна администраци пуçлăхĕ те, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан та палăртрĕ. Çапах та ачасене вĕрентес енĕпе ырри нумайрах.

М.Игнатьев Мускавра В.Вексельбергпа тĕл пулсан "Химпром" обществăн сывлăха çирĕплетекен "Звездочка" лагерьне Çĕнĕ Шупашкар администрацине парас ыйтăва татса пама май килнине аса илчĕ. Лагерь çурчĕсемпе пурлăхне муниципалитет йĕркеленĕвĕн харпăрлăхне куçарса пĕ-тернĕ, Сывлăха çирĕплетекен "Звездочка" муниципалитет учрежденийĕ тунă. Ăна çăмăл автомашина панă. Учрежденире юсав ирттерме 4,5 млн тенкĕ куçарнă. Унта сывлăха çирĕплетме ашшĕ-амăшне - килес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен, ачасене июнĕн 1-мĕшĕнчен йышăнма пуçласшăн. Лагере аукцион ирттерсе сутнă пулсан вăл республикăри вăл е ку харпăрлăхçă аллине лекесси питĕ иккĕленÿллĕччĕ. Сахалтан та 60-70 млн тенкĕ тăракан объекта Вексельберг Çĕнĕ Шупашкара парнеленĕ.

Шкул директорĕсенчен пĕри Венгерсен микрорайонĕнче килес çул шкулпа ача сачĕ тăвас ыйтăва çĕклерĕ. "Нормативпа килĕшÿллĕн хулана вăл та, ку та çитет, çавăнпа 2016 çулта хута яма тĕллев лартмастпăр. Ачасен йышĕ кирлĕ чухлĕ ÿссен çеç ĕçе кĕртĕпĕр", - терĕ М.Игнатьев. О.Бирюков каланă тăрăх - 11-мĕш тата хăшпĕр шкулти чылай класс пушă. Республикăна ертсе пыракана шкул автобусĕ çитменнине пĕлтерчĕç. Михаил Васильевич ыйтăва çитес çул татса пама шантарчĕ. 3-мĕш шкул директорĕ çур ĕмĕрте çурта пĕрре те тĕпрен юсаманни çинчен пăшăрханса каларĕ. "Юсав ĕçĕн проект-смета докуменчĕсене хатĕрлĕр, шкула килес çулхи списока кĕртме тăратăр", - хуравларĕ М.Игнатьев.

Тĕлпулăва çапла пĕтĕмлетрĕ:"Юлашки çулсенче кăна Çĕнĕ Шупашкара - 5 млрд тенкĕ, вăл шутра шкулсене - маларахринчен икĕ хут, ача сачĕсене икĕ хут ытла хыврăмăр. Эпĕ республикăна ертсе пыма тытăннă çул хулари ĕçпе тивĕçтерекен центр вăйпитти çынсен 9 процентне шута илнĕччĕ. Халĕ вĕсен хисепĕ 1 процент майлă çеç. "Хĕвел" предприяти, Испанири "Рокко" компанин завочĕ, çăмăл атлетика манежĕ, хоккей керменĕ, футбол лапамĕ хута кайрĕç. Çак таранччен хулари 100 картише юсарĕç, çитес çулсенче тата çавăн чухлĕ хăтлăлатăпăр. Виçĕ автоçула юсама хыснаран сире 65 млн тенкĕ куçарса патăмăр. Хытă каяш полигонĕ сентябрь пуçламăшĕнче ăпăр-тапăр йышăнма тытăнĕ".

Михаил Игнатьев "Химик" культура çуртĕнче пухăннисене Строитель кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ, ыр-лăх-сывлăх сунчĕ. Ача-пăча тата çамрăксен пултарулăхĕн центрĕнче пуçтарăннă обществăри шухăш-кăмăла палăртакан хисеплĕ çынсемпе тĕл пулчĕ. Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ çулсенче çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тунă ĕçсене аса илчĕ. Хăйне ыйтусем панăшăн хавхалантарчĕ. Çăкалăхъял микрорайонĕнчи уйрăм çуртсенче пурăнакан 177 çемье ячĕпе таса мар шыва юхтарса тăмалли пăрăха хула канализацийĕпе çыхăнтарма, нумаях пулмасть туса пĕ-тернĕ тепĕр чиркÿ куполĕсене вырнаçтарас тĕлĕшпе попечительсен канашне çирĕплетме, ЧР Культура министерстви урлă çитĕнекен ăру чун-чĕринче патриот туйăмне аталантаракан общество организацийĕсене грант парассине йĕркелеме ыйтрĕç. Мечĕт туса пĕтернĕ, анчах газ кĕртеймеççĕ. Мăсăльмансен ячĕпе ыйтăва татса пама ыйтрĕç. Ача сачĕсенче вăйă-выляв тата вĕренÿ ха-тĕрĕ кивелнĕ - çĕннине туянмалла, республикăра ĕç-мелли шыв пахалăхне лайăхлатас, тĕрĕслес тĕлĕшпе ĕçлекен специалистсем çит-меççĕ. Çак тата ытти ыйтăва пачĕç - ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканран тулли хурав илчĕç.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Рубрика: