Юханшыв порчĕшĕн те ăнăçлă вăхăтсем çитĕç
6 Aug, 2015 | Хула

"Шупашкарти юханшыв порчĕ" АО социаллă пĕлтерĕшлĕ тата тикĕс аталанса пыракан предприяти шутланать. Обществăн тĕп ĕçĕ - вак чул, хăйăр кăларса турттарасси, шыв транспорчĕпе пассажирсене илсе çÿресси. Çак ĕç-хĕле вăл Атăл, Сăр, Ветлуга, Кама, Ока, Вятка шывĕсем çинче пурнăçлать.

Обществăн генеральнăй директорĕ Ванифатий Шайкин каланă тăрăх - хальхи вăхăтра предприятире 307 çын вăй хурать. Августăн 5-мĕшĕнче коллективпа ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тĕл пулчĕ.

Регион ертÿçи хăйĕн сăмахĕнче юханшыв порчĕ ку таранччен ăнăçлă ĕçлесе пыни, пысăк кăтартусемпе палăрни çинчен пĕлтерчĕ. Анчах кăçалхи навигаци тапхăрĕ предприятишĕн ăнăçлах мар иккен. Юлашки вăхăтри ĕç-хĕл çинчен генеральнăй директорăн производство енĕпе ĕçлекен заместителĕ Анатолий Козлов каласа кăтартрĕ: "Çанталăк шăрăх пулманран пляжа çÿрекенсен йышĕ кăçал самаях сахал. Çавна май шыв транспорчĕпе пĕлтĕрхинчен пине яхăн çын сахалрах усă курнă. Тата çынсен кашнин тенĕ пекех автомашина пур. Çавна май та чылайăшĕ шыв транспортĕнчен сивĕнет. Ура хуракан тепĕр сăлтав вăл - кăçал М7 çул хăйăр сахал "ыйтать". Навигаци майăн 1-мĕшĕнче пуçланчĕ. Ку таранччен Хусанта ĕçлерĕмĕр. Паянхи кун тĕлне клиентсемпе тунă килĕшÿсене пурнăçланăпа пĕрех. Кĕçех палăртнă ĕçсене пĕтерсе унтан каятпăр".

Юханшыв порчĕ Шупашкар тата Куславкка хула администрацийĕсемпе килĕшсе татăлса "Шупашкар - Сосновка" /куллен - тăватă, канмалли кунсенче - ултă рейс/, "Шупашкар - Пляж" /куллен - ултă, канмалли кунсенче - сакăр рейс/, "Куславкка - Волжск" /куллен ултă рейс/ маршрутсемпе пассажирсене илсе çÿрет. Палăртнă маршрутсемпе шыв транспортне çÿретме Куславкка район бюджечĕ - 2851,3 пин, Шупашкар хула бюджечĕ 2 млн тенкĕ уйăраççĕ.

Михаил Игнатьев малашлăхра юханшыв порчĕн ĕçĕ-хĕлĕ лайăх енне улшăнассине палăртрĕ. Республика ертÿлĕхĕ шыв туризмне аталантарма палăртнине, çак ĕçре юханшыв порчĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнассине пĕлтерчĕ. Кунсăр пуçне 2016 çулта Атăл леш енчи территорие газ кĕртме пуçлаççĕ. Çавна май Атăлăн сулахай çыранне каяс текенсем йышланĕç. Çакă та шыв транспортне аталантарма хушма хăват парĕ.

"Юханшыв портне - тĕп хулана илсе кĕрекен шыв хапхине - килекен хăнасемпе туристсем предприяти ĕçченĕсем хăйсене кăмăллă кĕтсе илнине, пуринпе те ăшпиллĕн калаçнине, ырă суннине палăртаççĕ. Ют çĕрсенчен килекенсем Шупашкар хули, Чăваш Ен çинчен мĕн шухăшласси сирĕнтен нумай килет. Хăнасене епле кĕтсе илсе ăсатни региона инвестици хывассине ÿстерес тата республика аталанăвне лайăхлатас тĕлĕшпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ", - палăртрĕ Михаил Васильевич предприяти ĕçченĕсемпе калаçнă май.

Унтан республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Юханшыв портĕнче ĕçлекенсене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Тĕлпулăвăн иккĕмĕш пайĕнче регион ертÿçи Михаил Игнатьев, ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов порт ĕçченĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Çынсене республикăри çулсене юсас, çĕнĕрен тăвас, тĕп хулана хăтлăлатас, илемлетес, çурт-йĕр хута ярас ĕçсем мĕнле пыни, предприяти аталанăвĕпе çыхăннă ыйусем кăсăклантарчĕç.

Михаил Игнатьев çавăн пекех юханшыв порчĕн Гремячево причалне çитсе курчĕ. Ку вырăн строительство материалĕсене упрамалли тата сутмалли база шутланать. Портăн генеральнăй директорĕ Ванифатий Шайкин палăртнă тăрăх - çак ĕç-хĕл предприятие пассажирсене илсе çÿресе пулакан тăкаксене саплаштарма пулăшать.

 

В.БАГАДЕРОВА

В.БАГАДЕРОВА