Юбилей ячĕпе саламланă
23 Sep, 2015

Сентябрĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнче пулнă, унăн управляющине Роза Кондратьевăна юбилей ячĕпе саламланă.

Коллектив умĕнче Михаил Игнатьев Роза Кондратьевăна патшалăхăн пенсипе çыхăннă политикине пурнăçлас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Тав хучĕ панă, асăнмалăх Чăваш Енĕн патшалăх символикиллĕ сехет парнеленĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Роза Кондратьева пысăк квалификациллĕ специалист пулнине, вăл патшалăх влаçĕн органĕсенче яваплă тĕрлĕ должноçра нумай çул ĕçленине, паян Пенси фончĕн уйрăмне ăнăçлă ертсе пынине палăртнă.

«Эсир тăрăшнипе РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ хăйĕн пысăк профессионализмне ĕнентерет, ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Раççейре пĕрремĕш вырăн йышăнать. Кунта опытпа паллашма ытти регионти ĕçтешĕсем те килсе çÿреççĕ», - тенĕ вăл. Çавăн пекех республикăри пенсионерсем Пенси фончĕн ĕçне ырласа хакланине палăртнă, патшалăх учрежденийĕн ĕçченĕсене яваплăха туйса тăрăшнăшăн, пенсионерсемпе тимлĕ пулнăшăн тав тунă.

Роза Кондратьевăна çавăн пекех Раççей Пенси фончĕн ĕçсен управленийĕн департаменчĕн пуçлăхĕ Анатолий Макушов, Федерацин финанспа бюджет надзорĕн службин республикăри территори управленийĕн ертÿçи Нина Константинова тата ыттисем саламланă.

Михаил Игнатьев Пенси фончĕн уйрăмĕн ĕçĕпе паллашнă, республикăра пурăнакансен пенси прависемпе çыхăннă электронлă информацие упракан тата тирпейлекен сервер залĕн ĕçĕпе кăсăкланнă, кунта вăй хуракансен вĕренÿ класне кĕрсе курнă.

Н.ЯКОВЛЕВ.