Ырăран ырă ÿсет: Турханти шкулта «Ырă чĕре» ушкăн йĕркеленĕ

13 Раштав, 2018

Патăрьел районĕнчи Турханти вăтам шкулта Ырă тăвакансен çулталăкне халалласа «Ырă чĕре» ушкăн йĕркеленĕ.

Чăн та, сахал мар ырă ĕç тăваççĕ вĕренекенсем. Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ Анатолий Валентинович Кольцов ертсе пынипе «Кивĕ хут пухса пар» акци иртнĕ. Унта 1-11 классенче вĕренекенсем пурте хутшăннă. Акцирен ачасен ашшĕ-амăшĕ те пăрăнса юлман. 1 тонна кивĕ хут 10 йывăçа касасран сыхланине кашниех чухланă. Ĕç сая кайман. Вĕренекенсем 2 тонна яхăн кивĕ хут пухнă. Хальхи вăхăтра вĕсем усă курнă батарейкăсене пухассине йĕркеленĕ.

Анатолий Валентинович çитĕнекен ăрăва чылай ырă ĕçе явăçтарма тăрăшать. Акă уйăх тăршшĕпе физкультурăпа «5» паллă ытларах илекенсене вăл нумаях пулмасть футболка парса чысланă.

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА.

Рубрика: 

Комментари хушас