Ÿпке шыççинчен вăхăтра сипленмелле

Паян ЧР Сывлăх сыхлав министерстви республикăри ача-пăча клиника больницин пульмонологипе аллергологи уйрăмне пресс-тур йĕркелерĕ. Çакăнта 42 ача сипленет. Уйрăм пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталья Немцева ăнлантарнă тăрăх, çанталăк сивĕтсен шăнса чирлекенсен, çав шутра ÿпке шыçнипе аптăракансен йышĕ те, ÿсет. Юлашки çулсенче республикăра ачасен хушшинче ÿпке шыçнипе вилнĕ тĕслĕх пулман.

Ÿпке шыççи — ерекен чир. Кĕлетке температури хăвăрт пысăклансан, ăна чакарма май килмесен, ача вăйсăрлансан, ÿсĕрсен тÿрех тухтăртан пулăшу ыйтмалла.

Паян республика стационарĕсенче ÿпке шыççипе чирлĕ 47 ача сипленет. Тухтăрсем ашшĕ-амăшне асăрхануллăрах пулма, чире шала ямасăр сиплев пуçлама сĕнеççĕ.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас