Йĕтĕн те пулĕ, горчица та
21 May, 2018 | Ял хуçалăхĕ | Ĕççи

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура уй-хирти ĕçсем мĕнле пыни çинчен вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каласа пачĕ.

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем тĕрлĕ культурăна 163,6 пин гектар акнă — палăртнин 76,3% чухлĕ. Шăмăршă, Елчĕк, Патăрьел районĕсем уйрăмах лайăх ĕçлеççĕ. Районсен ертÿçисене ĕçсене вĕçленĕ май пушаннă техникăна юларах пыракан хуçалăхсене пулăшма ярассине йĕркелеме сĕннĕ. Сергей Геннадьевич республика акана çитес 5-7 кунра вĕçлессине çирĕплетрĕ.

Çĕрулми лаптăкĕ кăçал пĕлтĕрхинчен пысăкрах пулать. Иккĕмĕш çăкăра хальлĕхе 4,2 пин гектар лартнă, планпа вара 9 пин гектара çитермелле. Сахăр кăшманĕ вара чакать — 77 гектар акнă. Хĕвел çаврăнăш лаптăкĕ те пĕчĕкленет. Çапах çу культурисен лаптăкĕ пурпĕр пысăкланать – рапс, йĕтĕн тата горчица шучĕпе. Çывăх вăхăтра Чăваш Енре унăн вăрлăхне çитĕнтерекен ятарлă предприяти уçăлĕ — çак культура вăрлăхне 12 пин тонна таран хатĕрлесе ытти региона ăсатма пуçласшăн. Ку енĕпе Раççей Ял хуçалăх министерстви енчен те тĕрев пур-мĕн. 

Ял хуçалăхĕнчи тĕллевсем пирки каланă май Михаил Васильевич выльăх апачĕ хатĕрлесси пирки халех шутлама пуçламалли пирки асăрхаттарчĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнин тухăçĕ кăçал пысăк пуласси иккĕленÿллĕ, иккĕмĕш кăна мар, виççĕмĕш хут та çулса илмелле пултăр тесен пĕрремĕш хутне кая хăвармалла мар — çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнчен кая юлмасăр çулма сĕнчĕ. Çапла тусан утă та, сенаж та çителĕклĕ хатĕрлесе хăварма май пулĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас