Йĕлтĕр çине тăрар-и?!
6 Feb, 2017 | Спорт

“Йĕлтĕр йĕрĕ” чупу çулсерен çĕр-çĕр çынна йĕлтĕр çине тăма хистет. 1982 çултанпа ирттерекен ăмăрту йĕлтĕрпе ярăнма юратакансемшĕн спорт уявне çаврăнчĕ. Пĕтĕм Раççейри ăмăрту кăçал та сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене чупăва йыхравлать.

 Чупу нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче 12 сехетре пуçланать. Чăваш Енри тĕп старт пĕлтĕрхи пекех Шупашкар аэропорчĕ çывăхĕнчи уçă лапамра иртет. Йĕлтĕрçĕсем çавăн пекех районсемпе хула-сенче тата ял тăрăхĕсенче тупăшăва тухĕç. Ăмăртăва пĕчĕккисемпе аслă ÿсĕмрисем те, шкул ачисемпе студентсем те, ĕç коллективĕсемпе уйрăм çынсем те, çамрăк спортсменсем те хутшăнма пултараççĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе вĕсем 3-10 километрлă дистанцисенче вăй виçĕç.

Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă ăмăртăвăн тĕп судйи пулма кăçал РФ тава тивĕçлĕ тренерне Геральд Салдимирова çирĕплетнĕ. Сăмах май, Салдимировсем пурте спорт отраслĕнче тăрăшаççĕ. Геральд Прокопьевичпа Маргарита Григорьевна тата вĕсен ывăлĕ Денис Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕнче тăрăшаççĕ, виççĕшĕ те биатлонистсене хатĕрлеççĕ. Хĕрĕ Марина Шупашкарти 17-мĕш садикре спорт инструкторĕнче вăй хурать.

ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков пĕлтернĕ тăрăх — чупăва хутшăнакансен шучĕ çултан çул ÿсет. “2015 çулта 51 пин ытла çын старта тухнă тăк пĕлтĕр 56 пин çын йĕлтĕр çине тăнă. Кăçал çак йыш пысăкланасса шанатпăр: 60 пин çын пуласса кĕтетпĕр”, — терĕ ведомство ертÿçи нумаях пулмасть иртнĕ пресс-конференцире.

Чупăва тăрас текенсен тухтăр патĕнче тĕрĕсленсе ăмăртăва хутшăнма ирĕк паракан ятарлă справка илмелле. Ăмăрту вăхăтĕнче йĕлтĕрçĕсене медиксем сăнаса тăрĕç. Кашни районпа хуларах “Васкавлă пулăшу” бригадисемпе реанимобиль машинисем тухĕç. ШĔМ ĕçченĕсемпе наци гвардийĕн сотрудникĕсем /пурĕ 250 яхăн çын/ хăрушсăрлăхпа тивĕçтерĕç, вĕсемех авто-транспорта вырнаçтарас ĕçе йĕркелерĕç. Сăмах май, аэропорт çывăхĕнче машинăсем лартмалли лаптăка анлăлатнă, ăмăрту кунĕнче хулара троллейбуссемпе маршруткăсен йышне ÿстерме палăртнă. Спорт уявне пултарулăх коллективĕсемпе эстрада артисчĕсем юрă-ташăпа илем кÿрĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас