Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр…
7 Jan, 2016 | Спорт

Канмалли кунсем сывлăхпа спорт мероприятийĕсенчен пуян. Акă ĕнер Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче йăлана кĕнĕ «Раштав чупăвĕ» ăмăрту иртрĕ.

Йĕлтĕр çине сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансемпе çамрăк йĕлтĕрçĕсем, ашшĕ-амăшĕпе ачисем, спорт ветеранĕсем - пурĕ 200 яхăн çын тăчĕ. Спортăн хĕллехи тĕсĕсен центрне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та васкарĕ. Вăл йĕлтĕр спортне юратакансене тав турĕ, малашне те спортпа туслă пулма сĕнчĕ. «Йĕлтĕр трасси кашни ялпа хулара пулмалла. Ун çинче кашни ачан, кашни çамрăкăн кашни кун ярăнмалла. Аслисен вара вĕсене тĕслĕх кăтартмалла. Çитĕнекен ăру сывă та хастар пуласса ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет», - терĕ вăл йĕлтĕрçĕсене саламланă май.

Ăмăртăвăн тĕп судйи, ЧППУ доценчĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх - çулсерен турнира республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен вун-вун спортсмен пухăнать, кÿршĕ регионтисем те килĕштереççĕ Раштав чупăвне, Мускав облаçĕн йĕлтĕрçисем те килеççĕ. Кăçал, калăпăр, Санкт-Петербург, Саранск, Рязань хулисен представителĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем 3, 4 тата 8 километрлă дистанцисенче тупăшрĕç. Чи сумлă наградăсене вара трасса хуçисем - спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Анастасия Гришина, Евгений Петров, Светлана Соколова, Ульяна Егорова, Максим Алексеев, Сергей Патрушев çĕнсе илчĕç.

Сăмах май, Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсем татах иртĕç. Январĕн 9-мĕшĕнче спорт ветеранĕсемпе йĕлтĕр спортне юратакансем Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнисемшĕн тупăшĕç, тепĕр кун, январĕн 10-мĕшĕнче, йĕлтĕр çине спорт çемйисен командисем тăрĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ