Йĕкĕреш хăраххи тепринчен 3 уйăх маларах çуралнă

26 Юпа, 2015

Америкăра пурăнакан мăшăр - Ник тата Холли Горвитсем - иккĕмĕш ачине кĕтеççĕ. Çие юлни пĕр вăхăт иртсен çакă палăрнă - хĕрарăм варĕнче йĕкĕреш тĕвĕленнĕ-мĕн. Мĕнех, тĕвĕленнĕ тĕк тĕвĕленнĕ - Турă мĕн пани йăлтах ырлăх. Пепкесен çитес çулхи кăрлач уйăхĕнче çут тĕнчене килмелле пулнă. Анчах та яланах этем палăртнă пек пулса пымасть çав...

Йĕкĕрешсем пĕр çурхахра аталаннă. Апла тăк юн иккĕшĕн патне те пĕр пекех пымалла пек. Анчах та ку тĕслĕхре тем пулнă - ачасенчен пĕрин патне юн ытларах пынă, апла тăк унăн организмне, уйрăмах - чĕрине, йывăр пулнă. Тепри вара, юн сахал пынине кура, кислород çитменнипе асапланма пуçланă. Мĕн тумалла? Çураласса кĕтсен иккĕмĕш пепке хырăмрах вилсе кайма та пултарать вĕт. Инкекпе вĕçленмесен те вăл питĕ имшер те вăйсăр çураласси паллă.

Тухтăрсем кăткăс йышăну тунă. Вĕсен пулăшăвĕпе Линк, ачана çапла ят панă, палăртнинчен самай маларах çуралнă - Эвергрин медицина центрĕнче 23 эрнере кун çути курнă вăл. Пепке йывăрăшĕ 510 грамм пулнă. Ача ытла та пĕчĕк пулнипе ашшĕ-амăшĕ ăна алла та тытайман.

Шурă халатлисем систернĕ тăрăх, Линк сывлăхĕшĕн те, пурнăçĕшĕн те нимĕнле хăрушлăх та çук. Пепкене çуралма пулăшнă Мартин Уокер тухтăр палăртнă тăрăх, Линк чиперех аталанса пырать. Ăна вăхăтсăр çуралнă ачасен уйрăмĕнче тытаççĕ. Иккĕмĕш пепке, ăна ашшĕ-амăшĕ Логан ятпа тивĕçтернĕ, палăртнă пекех çут тĕнчене хĕлле килĕ.

/«Lori.ru»/.