Ялти ачасемшĕн ăмăрту ­– иккĕмĕш Çĕнĕ çул пекех
27 Ноября, 2015 | Хыпар | Сывлăх | Лару

Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче ЧР Правительство çуртĕнче Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхне сыхлас ыйтусемпе Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева ертсе пычĕ.

Ларура сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче анлăрах сарас ыйтăва республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче епле çутатнине пăхса тухрĕç. ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова пĕлтернĕ тăрăх - 2015 çулта республика тата район хаçачĕсенче, вырăнти теле- тата радиокомпанисенче сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан 2 пин ытла материал кун çути курнă. Сăмах май, пирĕн хаçатра та спорт, сывлăх ыйтăвĕсемпе çыхăннă материалсем куллен пичетленеççĕ. Самаях пысăк вырăн уйăратпăр эпир вĕсене. Ларура палăртнă тăрăх - республикăри халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕллевпе тĕрлĕрен акцисем, мероприятисемпе уйăхлăхсем тăтăшах йĕркелеççĕ. Çавна май спортпа туслашнă ачасен йышĕ те палăрмаллах ÿснĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкарти "Спартак" спорткомплексри бассейнра кăçал 85000 çын пулнă, вĕсенчен 25000-шĕ - ачасем. Вице-премьер палăртнă тăрăх - яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç сывлăхлă пулни паян пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса илнĕ. Апла-тăк çак туртăма малалла та аталантармалла.

"Чăваш Енри социаллă тата культура программисене пулăшакан "Чувашия фонд" коммерциллĕ мар организацин президенчĕ Михаил Федотов пирус туртакансен йышне чакарас, çак ыйтупа профилактика мероприятийĕсене ытларах йĕркелемелли пирки каларĕ. "Министерствăсем, надзор органĕсем тата общество организацийĕсем пĕрле ĕçленипе республикăра пирус туртакансен йышĕ 5,2 процент чакнă /2011 çулта 27,3 процент пулнă, 2014 çулти кăтарту 22,1 процентпа танлашнă/. Пĕлтĕр регионта çак сиенлĕ продукцие 6,3 процент сахаларах сутнă", - терĕ Михаил Иванович.

Апла пулин те хулари общество вырăнĕсенче, транспортра, подĕездсенче пирус туртакансем çав-çавах пур-ха. Шупашкарти - 60, Çĕнĕ Шупашкарти 7 заведенире çул çитмен çамрăксем, яшсемпе хĕрсем кальян туртни паллă. Çакă çамрăк ăрушăн мода юхăмнех çаврăннă. Хупахсемпе кафесенче вĕсем кальян туртнисĕр пуçне картла та выляççĕ. Михаил Федотов палăртнă тăрăх - влаç органĕсен, вырăнти муниципалитет администрацийĕсен ку енĕпе ĕçе вăйлатмаллах.

Улатăр хула администраци­йĕн пуçлăхĕн çумĕ - культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Вероника Исаева, Улатăр район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Нина Шпилевая, Пăрачкав район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Валентина Журина асăннă хулапа районсенче сывлăх профилĕсем аталанни çинчен пĕлтерчĕç. Ларура Правительство комиссийĕн республикăра пурăнакансен сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе 2016 çулхи ĕç планне йышăнчĕç. Канашлăва хутшăннисем пичет кăларăмĕсенче ялсенче иртекен ăмăртусене ытларах çутатма ыйтрĕç. Хуласенче пулаканнисем яланах куç умĕнче, ялтисемшĕн вара турнирсем - иккĕмĕш Çĕнĕ çул пекех. Ял ачисем вĕсене çулталăкĕпех хатĕрленеççĕ, питĕ кĕтеççĕ. Культура çурчĕсене пушă лартмалла мар, вĕсенче те физкультурăпа спорт занятийĕсем ирттерме май пур.

Роза ВЛАСОВА

Роза ВЛАСОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.