Йăлтах - сывлăха упрассишĕн

25 Чÿк, 2015

Паян ЧР Правительство çуртĕнче Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхне сыхлас ыйтусемпе çыхăннă Патшалăх комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова массăллă информаци хатĕрĕсенче сывă пурнăç йĕркине сыхлас ыйтусене епле çутатни пирки пĕлтерчĕ. Пĕлтĕр пичет кăларăмĕсенче пурĕ 1812 материал кун çути курнă. Телевиденире те, радиора та чылай кăларăм эфира тухнă.

"Чувашия фонд" президенчĕ Михаил Федотов пирус туртассине хирĕçле мероприятисене ытларах йĕркелемелли, общество вырăнĕсенче, подьездсенче пирус туртма чарасси пирки чарăнса тăчĕ. Улатăр хулинчи, Улатăр тата Пăрачкав районĕсенчи сывлăх профилĕсем пирки Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-культура. национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Вероника Исаева, Улатăр район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Нина Шпилевая, Пăрачкав район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Валентина Журина пĕлтерчĕç. Пĕтĕмлетерех калас-тăк - асăннă районсенче 2015 çулта ача çураласси ÿснĕ, физкультурăпа спорт комплесĕсене те халăх ытларах çÿреме пуçланă.

Рубрика: