Йăлтах çăматă парнеленинчен пуçланнă

«Ман ĕçпе çынсем кăмăллă пулнă. Хам та профессирен киленÿ илнĕ. Ĕçе пăрахсан мĕнле йывăрччĕ мана. Пĕрле ĕçлекенсене курас, палатăна кĕрсе чирлисемпе калаçас килетчĕ. Лара-тăра пĕлместĕмччĕ, хам валли вырăн тупаймастăмччĕ. «Мĕншĕн пăрахрăм-ши?» — тесе кулянаттăмччĕ. Тĕлĕкре те больница курăнатчĕ. Тем чухлĕ урăххи çинчен шухăшласчĕ теттĕм — анчах каллех палатăна «пырса тухаттăм». Ватă çынсен сăнĕсем халĕ те куç умĕнчех», — çапла пуçларĕ калаçăва Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипекре пурăнакан Нина Андрианова кун-çулне аса илме ыйтсан.

Нина Филипповна Туçи Çармăсра çуралса ÿснĕ. Кĕçĕн Кипек шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн, шел те, хĕрĕн ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Вăл Канашри педучилищĕне кĕреймен. Ирĕксĕрех тăван колхоза таврăннă хĕр, чăх-чĕп пăхма вырнаçнă. «Чĕпсене пĕр хĕрарăмпа пăхаттăмăрччĕ. Кĕр еннелле кăштах ÿснĕччĕ ĕнтĕ вĕсем. Анчах темшĕн вилкелеме пуçларĕç. Вара ĕçтешĕм пăрахса кайрĕ. Пĕр кунхине чĕпсем пĕр купа пулнă та шăнса вилнĕ. «Ай-яй мĕн туса пурăнатăп çакăнта? Манăн вĕренме каймаллах», — шухăшларăм ун чухне. Палăртнине пурнăçа кĕртрĕм: Канашри меду-чилищĕне вĕренме кĕтĕм. 1966 çулта мана Çĕньял Явăшри фельдшер пунктне ĕçлеме ячĕç. Çитсе тăтăм: çĕтĕк-çатăк йывăç пÿрт. Мĕнле ĕçлемелле? Тин кăна вĕренсе тухнă çамрăк мĕнех ăнланать-ха вăл кĕнеке кăна вуланипе? Каярах Кĕçĕн Кипекри участок больницине куçрăм. Стационарта медсестрара, каярах аслă сестрара вăй хутăм. Унтан дежурнăй сестра пулса тăтăм. Нумай çул ĕçлерĕм. Кĕçех пирĕн больницăна йывăç çуртра вырнаçнă тесе Мăн Явăша садик вырăнне кирпĕч çурта куçарчĕç. 2003 çулта тивĕçлĕ канăва кайрăм. Эпĕ пăрахнă хыççăн больница тепрер çултан хупăнчĕ. Пысăк больницăччĕ вăл. Унта 21 ялтан сипленме çÿретчĕç», — аса илчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Çапла вара Нина Андрианова медицинăра пурĕ 38 çул тăрăшнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн 43 çулпа танлашнă. Пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн ăна пĕрре кăна мар Хисеп хучĕпе чысланă, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят панă. Хăй вăхăтĕнче Кĕçĕн Кипекри пек участок больни-цисем Нурăсра, Уравăшра, Кульцавра пулнă. «Шел, вĕсене хупрĕç. Халĕ больница Вăрнарта кăна. Вĕсене пĕтерни, ман шутпа, тĕрĕс мар утăм пулчĕ. Эпир ĕçленĕ чухне мĕн чухлĕ ватă çынна, ача-сене сиплерĕмĕр. Халĕ пире, ватăсене, кам пăхать? «Эсĕ миçемĕш çулхи-ха?» — тÿрех çапла ыйтаççĕ паян больницăсене кайсан. «Мĕнле лайăхчĕ больница хамăр патра чухне», — кулянаççĕ ватăсем. Эпир ĕçленĕ вăхăтра Вăрнара автобус та çÿреместчĕ. Мĕнпе май килнĕ — ларса кайнă. Чирлисене больницăна леçме темпе те çитнĕ. Ун чухне медикăн хăйĕнех машинине тупмаллаччĕ, пулăшăвне памаллаччĕ. Колхоз машинисене тархасласа ыйтаттăмăрччĕ. Груз турттараканнипе те, лашапа та кайнă. Ас тăватăп-ха: пĕрре, çил-тăманлă çанталăкра пĕчĕк ача чирленĕччĕ. Пилĕк та-ран юр ашмалла, шоссе çук. Радио линийĕпе утса пĕрех Вăрнара çитертĕм çав ачана. Унăн температурăччĕ, сехре хăпса тухатчĕ. Çул çинче укол тăваймастăн, тĕттĕм. Кун пекки мĕн чухлĕ пулман-ши? Ача кĕтекен хĕрарăма больницăна леçни те пулнă. «Эпĕ акушерка мар», — тесе епле калăн çынна? Тухтăр ĕçне мĕн ачаран кăмăлланă. Мана шурă халат шутсăр килĕшет. Телее, шурă халатпа 38 çул çÿрерĕм. Чирлисем пирĕн пата пулăшу ыйтма килетчĕç. Вĕсене пулăшсан çав тери хĕпĕртеттĕмччĕ, чунра ырă-ырă пулса каятчĕ. Эпир çук вăхăтра ÿснĕ. Урана тăхăнмалли те пулман. Пĕррехинче мана кÿршĕ хĕрарăмĕ çăматă панăччĕ. «Ай, мĕнле лайăх вĕт-ха, çын мана пулăшать», — шухăшланăччĕ эпĕ ун чухне. Çавăнтан манăн хамăн та çынна пулăшас, усă тăвас килнĕ», — пытармарĕ Нина Филипповна.
Йăлтах çăматă парнеленинчен пуçланнă
«Ман ĕçпе çынсем кăмăллă пулнă. Хам та профессирен киленÿ илнĕ. Ĕçе пăрахсан мĕнле йывăрччĕ мана. Пĕрле ĕçлекенсене курас, палатăна кĕрсе чирлисемпе калаçас килетчĕ. Лара-тăра пĕлместĕмччĕ, хам валли вырăн тупаймастăмччĕ. «Мĕншĕн пăрахрăм-ши?» — тесе кулянаттăмччĕ. Тĕлĕкре те больница курăнатчĕ. Тем чухлĕ урăххи çинчен шухăшласчĕ теттĕм — анчах каллех палатăна «пырса тухаттăм». Ватă çынсен сăнĕсем халĕ те куç умĕнчех», — çапла пуçларĕ калаçăва Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипекре пурăнакан Нина Андрианова кун-çулне аса илме ыйтсан. Малалла вулас...

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.