Ялта ĕçлесе пурăннине нимĕн те çитмест

Патăрьел районĕнчи «Чăваш АССРĕн хисеплĕ механизаторĕ» ята 1964 çулта тивĕçнĕ Василий Осипов хресчен-фермер хуçалăхне нумаях пулмасть никĕсленĕ. Ăна йĕркелекенни Василий Алексеевич мăнукĕ — Мускав хулипе облаçĕнчи стройкăсенче 7 çул ĕçленĕ хыççăн туй кĕрлеттерсе Турхан ялĕнче тĕпленнĕ Александр Николаевич Осипов. Вăл ертсе пыракан çамрăксем çĕнĕ хуçалăха аталантарассишĕн епле вăй хураççĕ тата вĕсен тĕллевĕсем мĕнле? Çак тата ытти ыйтусен хуравне Александр Осиповпа пĕрле шырарăмăр.

Тăван ял туртăмĕ

— Хуçалăха аслаçу ятне пани ахальтен мар-тăр.

— Паллах. Василий Алексеевич нумай çул «Россия» колхоз тракторисчĕ, комбайнерĕ пулнă, ял хуçалăх культурисене çитĕнтерме хастар хутшăннă, хуçалăх кассинче укçа ытларах пухассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Вăл колхозниксен пурнăçне лайăхлатассишĕн пысăк тÿпе хывнине шута илсе ХФХна асатте ятне патăмăр.

— Хăвăн çине пысăк яваплăх илме мĕнле хăрамарăн? Районĕпе чапа тухнă механизатор ялавне алăран ÿкересрен хăрамастăн-и?

— Хам уйрăм предприниматель пулнă чухне те, ХФХ пуçарас шухăш пуçра тĕвĕленнĕ кунсенче те чун-чĕрере иккĕленÿ туйăмĕ тамалмарĕ. Асатте, атте Николай Васильевич Осипов /паян 40 гектар çинче тракторпа нумай çул çитĕнекен курăк çулать/, Турхан колхозĕн водителĕнче нумай çул ĕçленĕскер, анне Анастасия Николаевна /ял больницин педиатр врачĕн медсестри/, пирĕн тăвансем, Турхан çыннисем ламран лама куçса пынă çĕр çинче тар юхтарса тыр-пул, ытти культурăсем ÿстерсе, вĕсене патшалăха сутса услам туни, «Россия» колхозăн пурлăхпа техника никĕсне хывни, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатни çинчен шухăшласа çÿрерĕм те: «Вĕсем пус çумне пус хушса, пур-лăх пухса яла ырлăх кÿнĕ, хуçалăх умĕнчи чăрмавсене сирсе пынă. Пирĕн те ĕçре вĕсем пекех маттур та пултаруллă пулмалла, аслă ăру шанăçне тÿрре кăлармалла!» — терĕм. Вара производство йĕркелес шухăш çирĕпленсех пычĕ.

— Вăтам шкул хыççăн ăçта пĕлÿ илнĕ?

— Шупашкарти строительство техникумĕнче эпĕ маларах, пулас мăшăр — хамăр районти Алманчă ялĕнче çуралса ÿснĕ Люба — каярах ятарлă пĕлÿ илтĕмĕр. Унпа 7 çул пĕрле юратса-килĕштерсе çÿренĕ хыççăн 2015 çулхи çурла уйăхĕнче пĕр çемьене пĕрлешрĕмĕр. Ун чухне ĕçлеме иксĕмĕр те Мускава кайнă. Люба техникумран вĕренсе тухсан унта ĕçе вырнаçрĕ. Çапах уйрăм пурăнаттăмăр. Атте-анне: «Авланмалла мар-и?» — текелесе систерме тытăнчĕ. Тĕрĕссипе, тĕнче касса çÿресе хама та йăлăхтарчĕ. Мăшăрланнăранпа тăван килте пурăнатпăр. Пирĕн — ывăл! — Савелий çуралчĕ. Амăшĕ яланах унпа пĕрле. Куçăн мар майпа экономика факультетĕнче вĕренме, кил хуçалăхĕнче выльăх пăхма вăхăт тупать, çемье валли апат хатĕрлет.

— Мускав укçи «вăрăм», ялта ĕçлесе унта панин çурри чухлĕ те илейместĕн теççĕ. Мĕншĕн инçете çÿреме пăрахрăн?

— Каччă чухне стройкăра 5-6 уйăх пилĕк авнă хыççăн çеç атте- аннене, тăвансене, тус-пĕлĕше курма яла таврăннă. Турханти юлташсемпе, республикăри тĕрлĕ районтан пынă ĕçчен чăвашсемпе пĕрле темиçе монолит çурт /чи çÿлли 27 хутлă, 100 метр çÿллĕш/ хăпартрăмăр. Шартлама сивĕ чухне витĕр касакан çиле, чĕп-чĕр тара ÿкерекен шăрăха чăтса арматура тăрăхĕсене вырнаçтарма, бетон яма çăмăл марччĕ.

Тусĕсем хавхалантараççĕ

— Яланах рабочи пултăр-и?

— Малтан арматура çирĕплетекен, çулталăкран 10-12 рабочирен тăракан звено ертÿçи, каярахпа бригадир пултăм. Юлашки çулсенче объектсене хута ярас тĕлĕшпе строительство ĕçĕсем пурнăçлама хамăра — юлташсен бригадине — шанчĕç.

Строительство техникумĕ пĕтернĕрен сана çынсене ертсе пыма шаннă. Тĕрĕсех-и?

— Çапла. Анчах ятарлă пĕлÿ илни çеç мар, çар та пулăшрĕ. Малтан Владимир облаçĕнче хĕç- пăшалтан пеме 5 уйăх вĕрентрĕç. Хыççăн Ставрополь крайĕнчи Буденновск хулинчи казаксен чаçĕнче хĕсметре тăтăм. Унта бронетехника йышлăччĕ, йĕрке çирĕпчĕ. Командирсем пиртен чăн-чăн салтаксем турĕç. Çынсемпе хутшăнса пухнă опыт стройкăра та кирлĕ пулчĕ.

— Юлташусемпе халĕ мĕнле ĕçлетĕр?

— Пĕр-пĕрне хисеплетпĕр, ачаран пыракан туслăха упратпăр. Ĕçе пикениччен сăмах татнă пекех пулчĕ — ХФХ тĕллевне пурнăçлассишĕн объектра чăмăртанса, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлетпĕр.

Юлташусем Мускавран пурте таврăнчĕç-и?

— Хăшĕ-пĕри унтах-ха. Петр Перловпа Александр Салмин йĕркеленĕ бригадăсене ĕçлеттереççĕ. Вĕсемпе час-часах тĕл пулатпăр, пĕр-пĕрин ĕç-хĕлĕпе паллашатпăр. Хальлĕхе тин çеç ура çине тăнă хуçалăхăн укçа çаврăнăшĕ пысăк мар. Çакна вĕсем лайăх пĕлеççĕ. Малалла вулас...

 

Юрий МИХАЙЛОВ. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.