Ялсем пурăнаççĕ, малаллах аталанаççĕ

2 Çурла, 2014

Виçĕм кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнчи хута кайнă объектсене çитсе курчĕ, тĕрлĕ коллектив ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Кÿкеç ен ытти çул та республикăн çурçĕр пайĕнчи районсем хушшинче производство кăтартăвĕсем тăрăх темиçе хут та мала тухнă, кăçал та сатурлăхĕ иксĕлмест. Çакна Михаил Васильевич хăй курса ĕненчĕ, палăртнă çулпа малалла çирĕп утма ырă сунчĕ.

Республика Пуçлăхĕ малтан Çĕньял ял тăрăхне кĕрекен Мошкасси клубне çитрĕ. 82 килти 185 çын унччен культура çурчĕсĕрех пурăннă. Хăйсене канăç паман ыйтусене вĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса урамрах сÿтсе явнă.

Çĕнĕ клуба ял тăрăхĕн территорийĕнче "Акатуй" уяв ирттермешкĕн ирĕк çĕнсе илнĕшĕн район администраци уйăрнă грантпа ниме меслечĕпе тунă, 1937500 тенкĕпе усă курнă.

135 тăваткал метр йышăнакан çуртăн залне харăсах 80 çын вырнаçма пултарать. Тĕрлĕ кружок ĕçлет. Михаил Игнатьева йывăçа касса чун кĕртекен ăстасен пултарулăхĕ тыткăнларĕ. Ăстакассинчи "Кĕмĕл" çемье ансамблĕ, Шăмăшри пултарулăх çуртĕнче йĕркеленнĕ халăх инструменчĕсем калакан "Хĕлхем" ача-пăча ушкăнĕ тавралăха янраттарса юрлани-ташлани тĕлĕнтерчĕ.

Ял çыннин пурнăçĕ ĕмĕрех йывăр ĕçре иртет. Киле таврăннă хыççăн унăн йĕркеллĕ канса ырана валли каллех вăй пухас, ентешĕсемпе шăкăл-шăкăл калаçас килет. Çавăнпа та кунашкал çурт Мошкассисене тахçанах кирлĕ пулнă. Чĕреренех тунсăхласа çитнĕ уншăн халăх. Çакна Михаил Васильевич тĕл пулура лайăх туйса илчĕ. Çавăнпах çине-çинех ыйтусем пачĕ: "Килĕшет-и сире клуб? Кунта ваттисем килеççĕ-и? Юрлама-ташлама пурте юрататăр пулĕ?" Ачасем чăваш халăх йăли-йĕркине мĕн пĕчĕкрен ăса хывни, илемлĕх енне туртăнни, чунпа пуян пулни савăнтарчĕ ăна.

Халăха кунсеренех илĕртсе пĕр çĕре пуçтаракан клуба Çĕньялти информаципе культура центрĕ /директорĕ - Руслан Осипов/ хăйĕн балансĕ çине илнĕ. Хальлĕхе çĕнĕ çуртăн заведующине никама та çирĕплетмен, тĕрĕсрех каласан - ĕлкĕреймен-ха. Хуçи тупăнсанах вăл хăйĕн тĕллевне чыслă пурнăçласса, яла аталантарма, йыша хушăнтарса пыма тивĕçлĕ тÿпе хывасса шанас килет.

Унтан çул "Ольдеевская" агрофирмăн "Герой" уйрăмĕн тритикале пуссине выртрĕ. Хуçалăх утă уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне тĕшĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 20 гектар çинче вырса 78 тонна тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç 39 центнерпа танлашать. Тритикале уйĕнче вара 45-е те çитет. Ку - çĕнĕ культура, ырашпа тулă гибричĕ. Вăл ыраш пекех сивве тÿсĕмлĕ, тулă евĕр тухăçлă, выльăхшăн паха апат.

Агрофирмăн сумалли ĕне 360, пĕлтĕртенпе кĕтĕве пĕр пуç та чакарман. Кăçал 6 уйăхра 1293,1 тонна сĕт суса илнĕ, кашни ĕнерен - 3592 кг. Кăтартăва чакарас мар, май килсен пĕчĕккĕн ÿсĕмлетес тесен апат ытлă-çитлĕ хатĕрлемелле. Çакна тĕпе хунăран кăçал выльăх апачĕлĕх культурăсен лаптăкне кунта 15% пысăклатнă, вăл халĕ 859 гектар йышăнать.

Ферма нихăçан та тупăш памасть теттĕмĕр. "Ольдеевская" АХОра вара выльăх- чĕрлĕх отраслĕ тупăшлă пулса тăнă. Ку ĕнтĕ продукци хăй хаклăхне чакарса, çав вăхăтрах таса тупăш ытларах илсе пынипе çыхăннă. Рабочисен шалăвĕ те ÿсет. Пĕлтĕр пĕрремĕш çур çуллăхра вĕсем уйăхра вăтамран 20958,7 тенкĕ илнĕ, кăçал - 23833. Ĕç укçи 13,7% хушăннă.

ЧР Пуçлăхĕн 2012 çулхи чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн Мăн Чăкăрта çĕнĕ фельдшер-акушер пунктне хута янă. Мĕн пурĕ 1861,5 пин тенкĕ тăкакланă, вăл шутра республика бюджетĕнчен - 1136,5 пин. ФАП ĕçченĕсем Мăн Чăкăр, Хурăн Чăкăр, Çырмапуç ялĕсенчи 338 çын сывлăхне çирĕплетессишĕн вăй хурĕç.

- Эпир республикăра çĕнĕрен 100 ФАП тума тĕллев лартнă. Хĕлле киввисенче чăнласах сивĕччĕ. Медицина ĕçченĕсене те, пулăшу ыйтма пыракансене те малашне хăтлă çуртсенче меллĕ, хĕлле ăшă пултăр, - терĕ Михаил Васильевич.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров юлашки 3 çулта ку тăрăхра демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăннине, районта 7 ФАП тума йышăннине палăртрĕ. "2-3 е ытларах ача çуратакансене амăшĕн капиталне пама тытăннă хыççăн хăш-пĕр çемьере пепкесем 7 е 8 таранах çут тĕнчене килеççĕ. Куншăн савăнмалла кăна. Ялта хăтлă ФАП пуррине вара нимĕн те çитмест", - савăнăçне Георгий Иванович çĕнĕ çурт умне пухăннă çынсемпе пĕрле пайларĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ фельдшер-акушер пунктне кĕрсе курчĕ, кабинетсемпе тĕплĕн паллашрĕ. Медицина учрежденийĕ умĕ тĕрлĕ чечекпе ялкăшса çиçнине асăрхарĕ те: "Çакнашкал тасалăх тата илем тĕнчи яланах пултăрччĕ", - терĕ.

Çĕнĕ Тутаркасси поселокĕнчи "Акашевская" чăх-чĕп фабрики шанчăклă инвестор аллине куçнă хыççăн курăмлă аталанма тытăннă. "5 çул каялла кунта нимĕн те çукчĕ - ĕç вырăнĕ те, кайăк-кĕшĕк те. Ку компани пирĕн патăмăрта çеç мар, Мари Элре те ĕçлет, экологи енчен таса та паха продукци туса кăларать", - Михаил Васильевич общество гендиректорне Николай Криваша малашне те ăнтăлса çлеме пархатар сунчĕ.

Халĕ фабрикăра 276 çын вăй хурать. Черетлĕ инвестици проектне пурнăçа кĕртсен 158 çын валли ĕç вырăнĕ пулĕ. Вăтам ĕç укçи 22 пин тенкĕ. Предприяти район бюджетне уйăхсерен 2 млн тенке яхăн налук куçарать.

Николай Андронович ертÿçĕ хăш-пĕр цифра илсе кăтартрĕ. 2013 çулта чăх-чĕп фабрики 3992,8 тонна /2012 çулхинчен 40,7% ытларах/ какай хатĕрленĕ. Кăçалхи 6 уйăхра пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен - 1,5 хут нумайрах. Оборудовани туянма тата модернизацилеме, кайăк-кĕшĕк витисене реконструкцилеме 500 млн тенкĕ усă курнин витĕмĕ пурах-тăр.

Ĕçлĕ çÿрев Çĕнĕ Тутаркассинчи культура çуртĕнче малалла тăсăлчĕ. Кунта Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнчи ялсен старостисен канашлăвне ирттерчĕ. 172 ялта 184 староста ĕçлет. Тĕрлĕ профессиллĕ вĕсем, ытларах - пенсионерсем. Чи асли 87-ре, вăтам ÿсĕм - 64 çул. Шел те, 35 çула çитмен çамрăк сахал, 2% яхăн çеç.

Республика Пуçлăхĕ старостăсене хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа та пысăк яваплăха туйса пурнăçланăшăн тав турĕ. Эсир çынсене кашни кун, кашни сехетрех кирлĕ терĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров Шупашкар районĕн 6 уйăхри социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Кăтартусем ялахи пекех ÿсĕмлĕ. Тĕрлĕ сферăра вăй хуракансем производствăра çитĕнÿсем туса палăртнă çул-йĕртен пăрăнмасăр малалла çирĕппĕн утаççĕ.

Юлашкинчен тĕрлĕ номинацире мала тухнă старостăсене район администрацийĕн Тав хучĕпе, дипломпа тата хаклă парнепе чысларĕç.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Рубрика: