Ялхуçалăх та пулăшу кĕтет

22 Ака, 2015

Апрелĕн 16-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыв гражданĕсемпе тÿрĕ калаçу ирттерчĕ. 3 сехет те 57 минута тăсăлнă тÿрĕ эфирта 74 ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ. Пурĕ вара 3 миллиона яхăн ыйту йышăннă.

Владимир Владимирович хăйĕн калаçăвне çулталăка пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Ырă кăтартусен шутĕнче - нефть уçлассин рекордне çĕнетнĕ - 525 млн тонна, тĕштырă тухăçĕ те пысăкланнă, демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнă: ача çураласси ÿснĕ, çын вилесси чакнă. Çынсен пурнăç тăршшĕ те ÿссе пынине палăртрĕ вăл.

«Пĕтĕмĕшле илсен ялхуçалăхĕн кăтартăвĕсем питĕ лайăх - ÿсĕм 3,7 процент шайĕнче. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта та ÿсĕм палăрать, çакă савăнтарать», - терĕ Владимир Путин.

Ют çĕршывсем Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисемпе çыхăннă ыйтăва хуравланă май Президент «çав санкцисене пула тухса тăнă лару-тăрупа аталанăвăн çĕнĕ шайне çĕкленмешкĕн усă курмалли» çинчен каларĕ: «Тен, çапла тумастăмăр та пуль, халĕ вара импорта улăштармах тивет - çак ĕçе тăватпăр, ку пысăк технологисене тĕпе хуракан отрасльсем унчченхинчен пысăкрах хăвăртлăхпа аталанасси патне илсе пырасса шанатпăр».

Унăн шучĕпе экономикăна çĕнĕрен вăй илме икĕ çул патнелле кирлĕ пулать-тĕр.

Ялхуçалăхне пулăшмалли уйрăм программа хатĕр. Паллах, апат-çимĕç рынокне ют çĕршывсен таварĕсенчен пушатма та пулать, анчах потребительсен ыйтăвне те тĕпе хумаллине палăртрĕ Владимир Владимирович. Çынсем сентресем çинче тавар ытларах курасшăн, вĕсем вара паха та йÿнĕ пулччăр. Çавăнпа та патшалăх ялхуçалăхне пулăшмалли мерăсен анлă тытăмне хатĕрленĕ. Çав шутрах - налук енĕпе пулăшасси те.

Раççей Президенчĕ пуçламăш утăмсем тăвакан предпринимательсем валли икĕçуллăх налук каникулĕсем йĕркелесси çинчен асаилтернĕ. Çакă чи малтанах ялта ĕçлекен предпринимательсене пырса тивĕ.

«Тÿрĕ линире» Украина, Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ пирки те сăмах пынă. Хăш-пĕр çĕршыв ертÿçисем Мускава уява килесшĕн пулманнине асаилтерчĕç Президента. «Кам килесшĕн - килтĕр, кам килесшĕн мар - ан килтĕр... Эпир хамăрăн уява паллă тăватпăр. Ку - пирĕн уяв. Эпир çĕнтерÿçĕсен ăрăвне пуç таятпăр», - палăртрĕ Владимир Путин.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.