Ял-поселоксене - оптикăлла çыхăну каналĕсем

11 Нарăс, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев февралĕн 10-мĕшĕнче "Ростелеком" АУО вице-президенчĕпе - "Волга" макрорегион филиалĕн директорĕпе Дмитрий Проскурăпа тĕл пулчĕ. Вĕсем РФ Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерстви, Чăваш Республики тата "Ростелеком" АУО хушшинче 3 енлĕ Килĕшÿ тумалли майсене сÿтсе яврĕç.

Тĕлпулăва çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин, "Ростелеком" АУОн Чăваш Республикинчи филиалĕн директорĕ Сергей Иванов хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев Интернет сечĕпе усă курни çынна пысăк пулăшу кÿнине палăртрĕ, паянхи кун тĕлне республикăри ял-хуласен 42 процентне, унта халăхăн 77% пурăнать, пĕтĕм тĕнчери сетьпе анлă ярăмлă пралук çыхăнăвĕ урлă çыхăнтарни çинчен каларĕ. "Цифрăллă танмарлăха пĕтересси" проектпа килĕшÿллĕн оптика чĕлкĕмлĕ сетьпе 2018 çулччен тепĕр 327 ял-поселока /250 çынран пуçласа 500 çын таран пурăнаканнисене/ çыхăнтарма планланине пĕлтерчĕ. "Асăннă проекта йышĕ 500 çынран ытларах шутланакан ял-хуласем кĕмен. Эпĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура ЧР Министрсен Кабинетне 2015 çулта Чăваш Енре анлă ярăмлă Интернет сечĕпе çыхăнтармалли инфратытăма çавнашкал ял-поселоксенче аталантармалли "çул карттине" çирĕплетме, проекта 2018 çулта вĕçлеме хушрăм. Ку ĕçсем валли патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхне аталантарса укçа-тенкĕ уйăрмаллине палăртрăм", - терĕ Михаил Васильевич.

Дмитрий Проскура Федерацин çыхăну агентстви "Ростелеком" АУОпа универсаллă çыхăну пулăшăвĕсене кÿмелли условисем пирки килĕшÿ туни çинчен пĕлтерчĕ. Ку контракта Чăваш Республикинчи 250-500 çын пурăнакан ял-поселок та лекнине каларĕ. "Техника проекчĕ хатĕр, ăна сÿтсе явнă. Чăваш Енре оптика чи малтан Комсомольски районĕнчи 19 ял-салана çитĕ. 2015 çулхи 2-3-мĕш кварталсенче", - терĕ Дмитрий Викторович. Михаил Игнатьев хăш уйăхра тесе кăсăкланчĕ те - "Сентябрĕн 1-мĕшĕччен ĕлкĕресшĕн", - пулчĕ хурав. Дмитрий Проскура Чăваш Ен территорийĕнче 500 çынран пуçласа 10000 çын пурăнакан ял-поселоксем /пĕтĕмпе 219/ çинче те чарăнса тăчĕ, вĕсенчен 79-шне оптика каналĕсемпе çыхăнтарнине палăртрĕ. Кăçал тепĕр 5 пункта "Ростелеком" хăйĕн укçи-тенкипе çыхăнтарма планланине систерчĕ.

Тĕлпулура виçĕ енлĕ Килĕшĕвĕн уйрăм саманчĕсем пирки те калаçрĕç. Унăн тĕп тĕллевĕ - çыхăну инфратытăмне, комплекслă патшалăх информаци системисемпе телекоммуникацисене аталантарасси, çав шутрах - Чăваш Республикин территорийĕнче инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртсе те. Ку Килĕшĕве çывăх вăхăтра - РФ Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министрĕпе Николай Никифоровпа тĕл пулса - алă пусмашкăн калаçса татăлчĕç.

Мероприятире çавăн пекех "Ростелеком" хутшăнакан ытти проекта та - "Хăрушсăр хула", "112 система", РАСЦО /регионри централизациленĕ хыпарлавăн автоматизациленĕ системи/ тытăмне юсаса çĕнетесси - сÿтсе яврĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА