Ял хуçалăх çыравĕ пирки

14 Кăрлач, 2016

Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттерессипе çыхăннă ĕç малалла пырать. Аса илтеретпĕр: вăл кăçалхи утăн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурлан 15-мĕшĕччен пулĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра çырава ирттермешкĕн 660 çын хутшăнĕ.

Вĕсем ялсенчи - 240, хулари - 9 пине яхăн хуçалăх, 4 пине яхăн фермер хуçалăхĕ çинчен даннăйсем пухĕç. 11 районта шута илмелли объектсен йышĕ 10 пинрен иртет. Чи нумаййи - Шупашкар районĕнче /24 пине яхăн/. Чи сахалли вара - Шăмăршă районĕнче. Унта 6 пине яхăн объект.

Рубрика: