Ял çулĕсем такăр мар

Çул тăвасси — яланхи ыйту. Вăл çынсене те, пуçлăхсене те, тÿре-шарана та калаçтарать. Пирĕн республикăра çулталăкне сахал мар çул тăваççĕ. Анчах подрядчиксем хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçламанни ĕç-пуçа начарлатать. Çак кунсенче эпир тĕрлĕ районти «ыйтуллă» обĕектсенче пулса куртăмăр.

Раççей Геройĕн Леонид Константиновăн тăван ялĕнче — Йĕпреç районĕнчи Çăкалăхра пурă-накансем йĕпе-сапаллă çанталăкра пылчăк çăрса ывăннă. Ял варрине кĕрсе тухма май çуккине эпир те курса ĕнентĕмĕр: пирĕн машина пĕчĕк лакăмрах путса ларчĕ. «Çул тумалли пирки эпир пĕрре мар хускатнă. Район пуçлăхĕ 2002 çултах çул пулать тесе шантарнăччĕ. Ун чухне Леонидăн ашшĕ- амăшĕ те пурăнатчĕ. Пылчăкра яла машинăсем аран-аран кĕрсе тухаççĕ, ачасене те шкула çÿреме çăмăл мар», — хумханса калаçрĕç ял çыннисем.

Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов каланă тăрăх — кăçал районта Леонид Константиновăн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. «Паллă ентеше асăнса районта тата ял тăрăхĕнче тĕрлĕ мероприяти иртет. Паттăрăн тăван ялĕнче кăçал çул тума май тупăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. Асфальтлă çула салтакăн килĕ тĕлне çити сармалла. Ял халăхĕ пĕлтĕрех ку ыйтупа ЧР Пуçлăхĕ патне çырупа тухнăччĕ», — терĕ ертÿçĕ. Çĕнĕ çул тăршшĕ — 2,307 километр.

Çăкалăхри çула тăвасси пирки подрядчикпе çĕртме уйăхĕнчех килĕшÿ тунă, анчах паянхи кун та вăл ĕçе пуçăнман. «Вăхăт пур-ха. Контрактпа килĕшÿллĕн пирĕн ку çула чÿк уйăхĕнче туса пĕтермелле. Хальхи вăхăтра пĕтĕм техника ытти обћектра ĕçлет. Патăрьелпе Элĕк районĕсенчи обћектсене вĕçленĕ хыççăн авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче ку çула тума пуçлăпăр», — шантарчĕ подрядчик представителĕ — «Партнер Холдинг» обществăн ĕç тăвакан директорĕ Валерий Козлов. Ĕçсене кая юлса тунине çуллахи çанталăк çумăрлă тăни тата асфальт кăларакан предприятисенче продукци çителĕксĕр пулни çине йăвантарчĕ. Укçа-тенкĕ çитменни те ĕçе вăхăтра тума чăрмантарать тата.

Сăмах май, çак предприяти çул тăвас енĕпе виçĕ çул ĕçлет. Кăçал унăн пирĕн республикăри 8 обћектра çул тумалла. Канаш районĕнчи Вăрăмпуçпа Пĕршенер ялĕсене çыхăнтаракан çулăн 3,145 километрне /çулăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ — 14,300 çухрăм/ юсамалла. Подрядчикпе çу уйăхĕнчех контракт тунă, ĕçе авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле пулнă, анчах…

«Икĕ уйăх каялла çул çинчи шăтăк-путăка юсанă строительсем, ун хыççăн ĕçе малалла тăсма васкаман. Вĕсен автотехники ял пуçĕнче уйăха яхăн ĕçсĕр ларать. Çак тапхăрта подрядçă патне çыру пĕрре мар янă, телефонпа шăнкăравланă. Ĕçе тума шантараççĕ, анчах хăйсем килсе те курмаççĕ. Сăлтавсем шыраççĕ: е çумăр çăвать, е тата ытти», — терĕ Канаш район адми-нистрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Максим Андреев. Ĕçе мĕншĕн вăхă-тра пурнăçламанни пирки пĕлеймерĕмĕр — подрядчик представителĕ ку вырăна килмерĕ. ЧР транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх — «Партнер Холдинг» Çĕмĕрле, Вăрнар тата Муркаш районĕсенчи çулсене тăвать. Муркаш тăрăхĕнчи «Мăн Сĕнтĕр — Мăн Хураçка — Ишмула» çул çинче те ĕçсене 5 процент кăна пурнăçланă иккен: ăна çурла уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлнех туса пĕтер-мелле пулнă.

«Чăвашупрдор» директорĕ Владимир Доброхотов каланă тăрăх — ĕçе вăхăтра тумасан подрядчиксен штраф тÿлеме тивĕ, çавăн пекех кашни кунхи отсрочкăшăн пени хушăнса пырать. Малалла вулас...

 

Андрей МИХАЙЛОВ. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.