Вырма тухрăмăр — чун савăнать!..

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ районĕнчи «ВДС» обществăра пулчĕ, вырмана еплерех йĕркеленипе паллашрĕ.

Предприятин Çĕрпÿ тата Канаш районĕсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 5400 гектар пуçтарса кĕртмелле, — пĕлтерчĕ ăна общество пуçаруçи, «Воддорстрой» ООО генеральнăй директорĕ Анатолий Федоров. — Вырмана утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче тухрăмăр. Ĕнер тĕшĕсенчи нÿрĕк хисепĕ 18 пулнă, паян — 16 еденица. Ăна норматива тивĕçтерме сушилкăра типĕтетпĕр. Çурла уйăхĕнче çумăр йĕпетме, сывлăм вăйлă ÿкме пуçличчен тырра пухса кĕртесшĕн. Ĕнер çапса илнĕ кĕрхи тулă кашни гектартан вăтамран 25 центнер пачĕ. Хура пусса акнă кĕрхи культура тухăçĕ 30 центнер ытла. Вырмана хутшăнакан механизаторсен те, манăн та паян кăмăл лайăх, мĕншĕн тесен пăхса çитĕнтернĕ тыр-пула пухса кĕртетпĕр. Вăл — пирĕн пуянлăх. Вырма тухрăмăр — чун савăнать!..

Михаил Игнатьев Анатолий Федоровран вырмана мĕнлерех йĕркеленине ыйтса пĕлчĕ, кĕрхи тулă тухăçĕпе кăсăкланчĕ. Вăл Паваркасси ялĕн уйĕнче пысăк тухăçпа палăрса тăмасть, мĕншĕн тесен тăпрари нÿрĕк çителĕксĕр пулнăран культура ярăнсах çитĕнеймен.

ЧР Пуçлăхĕ арпа купинче тĕшĕ шыраса пăхрĕ — тупаймарĕ. Апла пулсан комбайнсем хывăх-хылчăкпа пĕрле пĕрчĕсене хыçалалла вăркăнтармаççĕ, тухăç бункерта пуçтарăнать. Михаил Васильевич суха тăвакан механизаторăн ĕç пахалăхĕпе те кăсăкланчĕ. Ĕçлĕ çул çÿреве пĕтĕмлетсе республикăри аграрисене пурне те вырмана тухма чĕнсе каларĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ. CAP.RU порталти сăн ÿкерчĕксем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас