Вырма малалла пырать: мĕнпур лаптăкăн 58,4 процентне çапса илнĕ
Çак кунсенче çанталăк хресчене хирте ĕçлеме май туса пачĕ. Хĕвеллĕ те типĕ кунсемпе усă курса аграрисем талăкăн кашни сехечĕпе тенĕ пек усă курма тăрăшаççĕ.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене ĕнерхи кун тĕлне Чăваш Енре мĕнпур лаптăкăн 58,4 процентне çапса илнĕ. Тухăç гектар пуçне вăтамран 27,4 центнерпа танлашать.
Çĕрулми кăларакансем те хĕрÿ тăрăшаççĕ. Ку ĕç 14 районта пырать. Пахчаçимĕçе 6 районта 363 гектар çинчен пухса илнĕ.
Хресченшĕн яваплă тепĕр ĕç – кĕрхисене вăхăтра тата май килнĕ таран акса хăварасси. Кăçалхи план – 105 пин гектар. Хальлĕхе виççĕ-тăваттăмĕш пайне сухаласа хатĕрленĕ, кĕрхисене 20 районта 23 пин гектар çинче акма ĕлкĕрнĕ.
Комментари хушас