Вут-çулăмпа шăраннă уяв

Фоторепортаж

Аслă Çĕнтерĕве вăрçăн 1418 кунĕнче кĕтсе илнĕ пирĕн халăх. Вăхăт чуппи сисĕнчĕксĕр. Унăн 69 çулне те паллă турăмăр. Тĕп уяв Мухтав монуменчĕ умĕнче пуçланчĕ. Кайран пурте пĕрле Хĕрлĕ тÿреме куçрĕç. Уявра çар парачĕ те пулчĕ. Çĕнтерÿçĕ-салтакăн паттăр та мухтавлă традицине тытса пыракан çĕнĕ ăру çÿçĕсем кĕмĕлленнĕ ветерансен умĕпе харăс-харăс пусса иртрĕç.

Тĕплĕнрех - хаçатăн çу уйăхĕн 13-мĕшĕнчи номерĕнче.

Юрий СТЕПАНОВ