Вуннăра кăна пулин те…

30 Кăрлач, 2017

Кăрлачăн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 5-мĕш гимнази 10 çул тултарнине халалланă мероприятие хутшăннă.

Регион ертÿçи педагогсене, гимназистсене тата вĕсен ашшĕ-амăшне паллă кун ячĕпе саламланă, ачасене хулана, республикăна, çĕршыва юратма суннă. «Эпир сирĕнпе пĕр команда пулса пĕрлехи тĕллевшĕн ĕçлетпĕр, Чăваш Енри мĕнпур ача лайăх пĕлÿ илме, хăйсен майĕсемпе туллин усă курма пултартăр тесе тăрăшатпăр», — тенĕ вăл.

Çамрăк вĕренÿ заведенийĕ пулин те гимнази ачисем ку вĕренÿ çулĕнче Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра лайăх кăтартусемпе палăрнă: тупăшăвăн муниципалитет шайĕнчи тапхăрĕнче призлă 180 вырăна йышăннă, регионти тапхăрта 38 вырăна тивĕçнĕ, юлашки тапхăрта вара малти 8 вырăна çĕнсе илнĕ. «Çак кăтартусен хыçĕнче — вĕрентекенсен тата вĕренекенсен питĕ пысăк ĕçĕ», — тенĕ Михаил Игнатьев пурне те хăйсен талантне тÿрре кăларма суннă май.

Д.ВОЛКОВ.

Комментари хушас