ВТБ 24 сервис центрĕнче - çулталăк иртсен

29 Çĕртме, 2016

ВТБ 24 сервис центрĕ 2015 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче уçăлнă. Унтанпа çулталăк çеç иртнĕ пулин те, вăл çунат сарма ĕлкĕрнĕ. 1040 çын ĕç тупнă. Центр 2016-2017 çулсенче коллектива 1572 çын таран пысăклатма палăртать. Унта ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулса курчĕ.

Инвестици лару-тăрăвĕ татах лайăхланĕ

Ĕнер Правительство çуртĕнче Михаил Игнатьев ертсе пынипе ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Инвестици лару-тăрăвне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канашăн тата Экономикăна аталантаракан тата социаллă пурнăçăн çирĕп лару-тăрăвне тивĕçтерекен комиссин пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Тĕп ыйтусемпе вице-премьер - экономика аталанăвĕн тата ял хуçалăхĕн министрĕсем Владимир Аврелькинпа Сергей Артамонов паллаштарчĕç.

Рубрика: 
Теги: