Воспитательсен те тÿлемелле

21 Кăрлач, 2016

Ку таранччен воспитательсен хăйсен шăпăрланĕсене ача садне тÿлевсĕрех илсе çÿреме ирĕк пулнă. Кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков алă пусса çирĕплетнĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, малашне воспитательсем куншăн укçа тÿлеме тытăнĕç.

Пурте мар паллах. Сахал тупăшлă çемьесем çеç ку çăмăллăхпа усă курма пултарĕç. Анчах амăшĕн, воспитателĕн, справка тăратмалла. Ăна илес тесен заявлени çырмалла, ача çуралнине ĕнентерекен свидетельствăн тата ят-шыва кăтартакан документăн копийĕсене, ĕçрен справка илсе килмелле. Кунсăр пуçне çемьене сахал тупăшлисен йышне кĕртнине кăтартакан справка пулмалла. Ку йышăну воспитатель пулăшуçисене, няньăсене, пырса тивмест. Вĕсен пепкисем ача садне тÿлевсĕрех çÿрĕç.

Рубрика: