Владыкăна саламланă

22 Ака, 2016

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш митрополитне Варнавăна 85 çул тултарнă ятпа саламланă.

Михаил Игнатьев Варнава Владыкăна Вырăс православи чиркĕвне тата Чăваш Ен халăхне чунтан парăнса ĕçленĕшĕн тав тунă. "Эсир обществăра тĕнпе кăмăл-сипете, тĕнсен хушшинчи хутшăнусене, çамрăксене воспитани парассине тата православин таса енĕсене чĕртсе тăратас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсен пĕлтерĕшне хак парса çитерме те çук", — тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Регион ертÿçи палăртнă тăрăх — Варнава митрополит республикăри тĕн пуçĕнче тăнă вăхăтра питĕ нумай ĕç пурнăçланă. Вăл çине тăнипе прихутсемпе чиркÿсен шучĕ ÿснĕ, православи тĕнне ĕненекенсен йышĕ пысăкланнă, социаллă çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе чиркÿпе влаç органĕсем çыхăну тытса ĕçлесси вăйланнă.

Михаил Игнатьев Варнава Владыкăна сывлăх, тăнăç пурнăç, чун вăйĕ, çирĕп сывлăх, чиркÿпе Тăван çĕршыв ячĕпе пуçăнакан пур ĕçре те ăнăçу суннă.

Н.ГЕОРГИЕВА.

 

Рубрика: