Владимир Путинăн Федераци Пухăвне янă Çырăвне комментари параççĕ

4 Раштав, 2015
Михаил ИГНАТЬЕВ - Президент Çырăвĕ пирки
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Владимир Путин Çырăвĕ пирки комментари панă май çапла палăртнă:
«Шалти тата тĕнче шайĕнчи политика ыйтăвĕсене пĕрремĕш плана кăларни ăнсăртран мар, ку тема Раççей гражданĕсене пурне те пăшăрхантарать. Пирĕн наци лидерĕ - Раççей Президенчĕ «мĕн тумаллине пĕлетпĕр» тени шанăç кÿрет.
Экономикăн чăн секторĕн, ял хуçалăхĕн аталанăвĕн, импорта хамăрăн продукципе улăштармалли программăна пурнăçлассин тĕллевĕсене уçăмлă палăртнă. Пирĕн тĕп тĕллев - потребительсен рынокĕнче хамăр çĕршывра туса кăларакан таварсем, хамăрăн предпринимательсен, бизнесменсен продукцийĕ ытларах пулмалла. Пĕр енчен, пире санкцисемпе хĕстересшĕн, анчах тепĕр енчен, çакă Раççейри мĕнпур производительшĕн çĕнĕ майсем уçнине ăнланатпăр.
Социаллă сферăра та - вĕрентÿре, сывлăх сыхлавĕнче - мĕнпур ыйтăва татса парăпăр. Шкулсем тăвăпăр, çак тĕллевсем валли 2016 çултах федераци укçине уйăрĕç. Чăваш Ен ĕçе хатĕр, федераци программине хутшăнăпăр.
Сывлăх сыхлавне илес-тĕк... Чăваш Енре 100 фельдшерпа акушер пунктне хута янă. Шантарнă пекех тата 50 ФАП тăвăпăр.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕллевсем пире пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма инструментсем шырама хавхалантараççĕ».
 
Константин ЯКОВЛЕВ, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ:
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура тĕп темăсене - демографи лару-тăрăвĕнчен пуçласа вăйлă, никама пăхăнман çĕршыв, терроризмпа кĕрешнинчен пуçласа коррупцие пĕтерсе лартасси таран - хускатнă.
Владимир Путин тĕп отрасльсен ÿсĕмĕсене палăртрĕ, çав шутра культура çитĕнĕвĕсем пирки те чарăнса тăчĕ. «Раççей вăйĕ - пĕтĕм халăхăн ирĕклĕ аталанăвĕнче, нумай енлĕхĕнче, килĕшĕвĕпе культуринче, пирĕн йăла-йĕркесенче, пĕрне-пĕри хисепленинче, православи, мăсăльман, иудизм тата буддизм тĕнĕсене тытса пыракансем пĕр чĕлхе тупса пурăннинче», - тенĕ Çырура.
Чăввш Енре 33 наци культура пĕрлĕхĕ чăмăртаннă. Вĕсене май килнĕ таран пулăшатпăр. Пирĕн тĕп тĕллев - нацисемпе тĕрлĕ тĕнпе пурăнакансен хушшинчи çураçулăха тытса пырасси.
Çĕршыв ертÿçи çавăн пекех ачасен пултарулăхне аталантарас ыйтăва та хускатрĕ. Ку енĕпе çакна каланă пулăттăм: республика культура учрежденийĕсенче çитĕнекен ăрăвăн кăмăл-сипетне, ăс-хакăлне пуянлатма, пĕлĕвне ÿстерме пулăшакан кружоксем, пĕрлĕхсем ытларах йĕркелеме тăрăшăпăр.
 
Валерий ГОРДЕЕВ, «Комплекс» строительство фирмин генеральнăй директорĕ:
- Владимир Путин Федераци Пухăвĕ ячĕпе янă Çырупа кăсăкланса паллашрăм. Çĕршыв умĕнче тăракан чи çивĕч ыйтусене хускатнă унта.
Эпĕ - строитель. Шупашкарта, унăн кашни кĕтесĕнче çĕнĕ об<ектсем çĕклетпĕр. Хула çыннисем çĕнĕ хваттерсене пурăнма куçаççĕ, унта вара хальлĕхе шкулсем, ача сачĕсем çителĕксĕр-ха. Владимир Путин çĕнĕ шкулсем çĕклеме, киввисене юсама чĕнсе каларĕ. Çитес çулах çак ĕçсене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 50 млрд тенкĕ таран уйăрма йышăннине пĕлтерчĕ.
Çырури тепĕр самант - амăшĕн капиталне тата икĕ çуллăха тăсма йышăнни çинчен пĕлтерни - хавхалану кÿрет. Çакă демографи «суранне» сиплеме пулăшасса шанатпăр.
Çĕршыв ертÿçи йывăр преступлени тăвакансем тĕлĕшпе саккун çивĕч пулмаллине палăртрĕ. Кунпа килĕшмелле, çапах та паян суда çитекен кашни иккĕмĕш уголовлă ĕç вак-тĕвек преступленипе çыхăннă: çынсем, çав шутра çамрăксем, тĕрмене лекеççĕ. «Хăрушă мар хăш-пĕр преступление административлă тĕслĕхсен шутне кĕртмелле, анчах çын иккĕмĕш хут çапла тунине уголовлă майпа хакламалла», - терĕ В.Путин. Эпĕ те çак шухшпа килĕшетĕп. Çынсене тÿрленме шанăç, май памалла.
 
Андрей АЛЕКСАНДРОВ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ:
- Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн Çырăвĕнче пултаруллă ачасене пулăшасси, вĕсене пурнăçа ăнăçуллă пуçлама тата профессие чун туртăмĕпе суйлама условисем йĕркелесси çинчен уйрăммăн каланă. Раççей Президенчĕ палăртнă тĕллевсем аслă шкула та тÿрремĕн пырса тивеççĕ.
Юлашки çулсенче эпир шкул ачисемпе профориентаци ĕçне тĕллевлĕн пурнăçласа пыратпăр. Çав тĕллевпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Профориентаци центрĕ, Пултаруллă çамрăксемпе ĕçлекен центр йĕркеленĕ. Хута кайнă «Университетри шăматкунсем», «Университет - ачасем валли» проектсем ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Аслă шкул хутлăхĕнче кружоксемпе «пĕчĕк факультетсем» ĕçлеççĕ. Çакна палăртма кăмăллă: ЧПУра мĕн пур специальноçа вĕренме кĕмелли конкурс çÿллĕ шайра тытăнса тăрать, юлашки çулсенче бюджет вырăнĕсен шутне ÿстерме те май килчĕ.
 
Анатолий ФЕДОРОВ, «Воддорстрой» обществăн генеральнăй директорĕ:
- Президент «транспорт инфратытăмне çĕнетес енĕпе малалла ĕçлĕпĕр» терĕ. Çав тĕллеве пурнăçламасан экономикăна аталантараймăпăр. Ку сăмахсем Чăваш Ене те тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Федерацин республикăри çулĕсене тĕпрен юсаççĕ. Паллах, ĕçе хăвăртлатмалла. Вĕсене тата А-151 автоçула /Çĕрпÿ-Чĕмпĕр/ «Воддорстрой» пăхса тăрать: юртан, йăлари хытă каяшран тасатать, пăрлак вырăнсене хăйăр сапать, тĕрлĕ кăтарту паллисене улăштарать, чарăну лаптăкĕсене тирпейлет... Çак ĕçре предприяти умне пысăк чăрмав кăларса тăратаканни - организацисемпе уйрăм çынсем çулсен хĕррине ăпăр-тапăр пăрахса хăварни.
«Ыйтăмсем предпринимательсем тĕрĕслев тата надзор ведомствисен ĕçĕнче ырă улшăнусем курманнине çирĕплетеççĕ», - терĕ Владимир Путин Çырура Автоçулсене ăптăр-каптăрпа вараланăшăн вĕсем административлă майпа явап тыттарнине пĕлместĕп, илтмен. Апла пулсан ÿлĕм те илемсĕрлетĕç. Ун пек ан пултăр тесен патшалăхăн тивĕçлĕ органĕсен тĕрĕслеве вăйлатмалла.
 
Петр МИШИН, Шупашкарти строительство тата хула хуçалăх техникумĕн пуçлăхĕ, техника наукисен докторĕ:
- Терроризма, коррупцие хирĕç кĕрешмелли çинчен çирĕп калани килĕшрĕ. Пире аталанмашкăн ура хуракан чăрмавсенчен хăтăлмалла.
Амăшĕн капиталĕн программине сахалтан та икĕ çуллăха тăсма палăртнине алă çупсах йышăнтăм. Пирĕн ĕçре те умлă-хыçлă 3 ача çуратакан специалистсем пур. Тĕпренчĕке çын тума патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ.
Çĕршыв тилхепи - шанчăклă алăра. Çакна Владимир Путинăн черетлĕ Çырăвĕ тепĕр хут çирĕплетрĕ. Раççей аталанса пыни пире савăнтарать, хавхалантарать.
 
Валентина ТЕЛЛИНА, РФ Президенчĕн В.Путинăн шаннă çынни:
- Владимир Путин Федераци Пухăвне çырнă Çыру килĕшрĕ. Ăна паянхи лару-тăрăва шута илсе хатĕрленĕ. Пуçламăшĕнчех террористсене пула вăхăтсăр вилнĕ салтаксене асăнса шăп тăни, вĕсен ашшĕ-амăшне хисеплесе сăмах калани пушшех кăмăла кайрĕ. Хĕрарăм-çке эпир, аннесем. Экономика çинчен калаçнă чухне те ятарлă çирĕп хушусем пачĕ.
Пурнăçăм сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă май мана çак тытăмри çĕнĕлĕхсем кăсăклантарчĕç. Çитес çултан Раççейĕн сывлăх сыхлавĕ туллин страховани принципĕсем çине куçасса ырласа кăна йышăнмалла. Пĕр ял та фельдшерпа акушер пункчĕсĕр юлмалла маррипе те килĕшетĕп. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене пĕрлештерессине те çав тери асăрханса пурнăçламалла терĕ Владимир Путин. Ку е вăл тăрăхра мĕнле учреждени пулмалли çинчен килес çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен сĕнÿсем хатĕрлеме хушрĕ.
Амăшĕн капиталне тата икĕ çула тăсассине те хăпартланса йышăнтăм. Çакă çемьесемшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Çырăвăн кашни сăмахнех тимлĕн итлерĕм. Раççей хăватлă çĕршыв пулнишĕн савăнтăм. Владимир Путин тĕнче шайĕнчи лидерсен йышĕнче пулнишĕн те хĕпĕртерĕм. Унăн шаннă çынни пулма тÿр килни маншăн - пысăк чыс.
 
Ирина ЕФИМОВА, «Хулари тĕп клиника больници» БУ тĕп врачĕ:
«Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура палăртнă тĕллевсенчен пĕри - граждансене социаллă хÿтлĕхлĕ тăвасси. Медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстермесĕр, пирĕн пациентсен кăмăлне туллин тивĕçтермесĕр, медицинăн пуçламăш сыпăкри пулăшăвĕпе пурне те усă курмашкăн май туса памасăр тата ăна тивĕçмелли условисене лайăхлатмасăр, çав шутра пациентсене инфекциллĕ мар чирсене профилактикăламашкăн пуçаруллă хутшăнтармасăр асăннă çул-йĕре пурнăçлама çăмăлах пулмĕ».
 
Михаил АРЛАНОВ, «Хыпар» Издательство çурчĕ» автономи учрежденийĕн
директорĕн-тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ:
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвĕ ячĕпе çыракан çулленхи Çырăвĕнче - çĕршывăн тулашри тата шалти политикин тĕп çул-йĕрĕсем туллин тата витĕмлĕн палăраççĕ. Çырура - кăçал Раççейре пулса иртнĕ ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕ тата çитес çулхи масштаблă, курăмлă, позитивлă направленисем. Çĕршыв ертÿçи тĕнче аренинче Раççей витĕмлĕхĕ пысăк тата пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен калани чун-чĕрере мăнаçлăх çуратать.
2012 çулта йышăннă «май уйăхĕнчи» указсене экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăр пурнăçа кĕртме ăнтăлнине эпир те, массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем, витĕр курса тăратпăр. «Демографи лару-тăрăвĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентÿ тата ытти сферăра палăрмаллах ырă улшăнусем пур, - терĕ Президент. - Йывăрлăхсем пурри Раççей çыннисене тачăрах пĕчĕçтерет, пушшех те яваплăха ÿстерсе çĕнни патне ăнтăлма пулăшать».
Пирĕн вара, журналистсен, республикăра, Раççейре пулса иртекен тĕрлĕ пулăма вăхăтра, оперативлă тата объективлă çутатасси - тĕп тивĕçсенчен пĕри.