Владимир Путин суйлава хутшăнать

8 Раштав, 2017

Раççей Президенчĕн 2018 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртекен суйлавне хутшăнма хăйĕн кандидатурине тăратасси пирки вăл Чулхулара ГАЗ ĕçченĕсемпе тĕл пулсан пĕлтернĕ.

«Кунашкал йышăну тума хистекен тĕп сăлтавсен шутĕнче çĕршыв халăхĕн пурнăçне лайăхлатма, Раççей хăватне вăйлатма, малашлăха çирĕппĕн утакан патшалăх туса хума тăрăшни çеç пулма пултарать», — тенĕ Владимир Путин. Çак тĕллевсене вара Тăван çĕршыв гражданĕсем хăйне шаннине тата пулăшма хатĕррине туйса тăни çеç пурнăçа кĕртме май панине палăртнă вăл. Унтан Президент тĕлпулăва пухăннă çынсенчен унăн кандидатурине мĕнле йышăнассипе кăсăкланнă. Залра ларакансем пĕр харăссăн Владимир Путин суйлава тăваттăмĕш хут хутшăнассине ырласа йышăннине пĕлтернĕ. Малалла вулас...

 
Теги: 

Комментари хушас