Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çыру

1 Раштав, 2016

Михаил Арланов, "Хыпар" Издательсвто çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ:

— Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырура çĕршывăн шалти политикине туллин тишкерсе хак пачĕ. "Эпир — шалти ресурссемпе пуян çĕршыв, — палăртрĕ Раççей ертÿçи. — Пирĕн пур потенциалпа та туллин тата эффективлă усă курмалла. Эпир кăтартуллă тата пĕлсе ĕçленинче çĕршывăн пуласлăхĕ".

В.Путин хăйĕн сăмахĕнче сывлăх сыхлавĕ çĕршыври чи приоритетлă тĕллевсенчен пĕри пулнине уйрăммăн палăртрĕ. "Сывă наци — Раççей пуласлăхĕ", — терĕ Владимир Владимирович.

Çĕршыв ертÿçи Агропромышленноç комплексĕ пирки уйрăммăн чарăнса тăни те малашнехи шанчăклăхпа çыхăннă. Юлашки çулсенче çак отрасль пире хирĕçле санкцисене пăхмасăр çирĕп çул-йĕр çине тăчĕ, шалти рынокра хăйĕн çул-йĕрне тупрĕ.

Эпир — вăйлă, тăнăçлă çĕршыв. Тĕнчере Раççей чăннипех те авторитетлă, хăйĕн шухăшне уççăн, шикленмесĕр палăртакан патшалăх — çак шухăш уçăмлăн курăнать Владимир Путинăн программăллă сăмахĕнче.