Вируса сарăлма памалла мар

23 Çурла, 2016

Сыснан сикекен хăрушă чирĕ Чăваш Ене те çитни çинчен «Хыпар» пĕлтерчĕ. Унăн вирусне Пăрачкав районĕнчи Напольное салинче тупнă, карантин туса хунă, чир-чĕре тĕпрен кăклама оперативлă штаб йĕркеленĕ.

ЧР Патшалăх ветеринари службин сайтĕнче Африка мурĕпе çыхăннă чылай материал вырнаçтарнă. Вĕсем кĕтмен инкек пĕтĕм ветспециалиста ура çине тăратни, Шупашкарти, Канашри, Муркашри, ытти муниципалитетри ветстанци ĕçченĕсем сысна ĕрчетекен, тирпейлекен предприятисемпе, ХФХсен ертÿçисемпе, уйрăм çынсемпе канашлусем ирттерни çинчен хыпарлаççĕ. Сыснана витерен кăларма, апат юлашкийĕ çитерме юрамасть. Выльăх хăйне урăхла тытнине асăрхасанах ветспециалиста пĕлтермелле. Пĕтĕм фермăна «хупă режим» йĕркине куçармалла. Чирпе кĕрешекен вакцина халĕ те шухăшласа кăларайман-ха. Çавăнпа хăрушлăхпа иккĕмĕш зонăна кĕрекен районсенче профилактика ĕçне май пур таран вăйлатмалла.

Федерацин «Ветеринари центрĕ» патшалăх бюджет учрежденийĕ /Мускав/ тата Пĕтĕм Раççейри ветеринари вирусĕпе микробиологи наука-тĕпчев институчĕ /Владимир облаçĕнчи Покров хули/ пĕлтернĕ тăрăх — çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне çĕршыври 15 субъектра Африка мурĕн вирусне тупнă. Килти сыснан — 97, хир сыснин инкек тухнă 29 вырăнта карантин йĕркеленĕ.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР патшалăх тĕп ветеринари инспекторĕ Сергей Скворцов вырăнта тухса халăхпа тĕл пулаççĕ, лару-тăрупа паллаштараççĕ. Республикăн пысăк лаптăкĕ — Çурçĕр тăрăхĕнчи 5 районсăр пуçне — хăрушлăхăн 2-мĕш зонинче. Çавăн пекех Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле, Етĕрне хула округĕсене те кĕртнĕ. Апла пулсан ку тăрăхра нихçанхинчен тимлĕрех пулмалла.

Çулсем çинче полици посчĕсем кунĕн-çĕрĕн сыхă тăраççĕ. Яваплă çынсен пĕрремĕш зонăри мĕнпур сыснана тата унран хатĕрленĕ продукцие çурла уйăхĕн 26-мĕшĕччен йăлтах çунтармалла. ЧР Пуçлăхĕн çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнчи 287-рг номерлĕ хушăвне тăхтаса тăмасăр тата туллин пурнăçламалла. Тăкакшăн укçапа саплаштарма йышăннă пулсан та /пĕр килограмм чĕрĕ сыснашăн — 102, какайшăн 146 тенкĕ/ хăшĕсем кăмăлсăр. Вăрттăн пусса урăх региона илсе тухма хăтланаççĕ. Постра тăракансем автомашинăра сысна ашне е выльăха хăйне тупсан тÿрех туртса илеççĕ, тĕп тунă çĕре ăсатаççĕ.

— Пирĕн тĕллев — вируса сарăлма памалла мар, — тет Сергей Артамонов министр.

Валентин ГРИГОРЬЕВ