Вилнĕ хыççăн - суд умне

27 Чÿк, 2015

Айăпли çут тĕнчере çук ĕнтĕ, анчах уголовлă ĕçе пурпĕр суд тишкерет. ЧР Аслă судĕнче хăй пропагандăлакан тĕнчекурăмпа сăлтавласа икĕ çулти ывăлне вĕлернĕ арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухаççĕ.

Следстви органĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - 38 çулти арçын тĕнчекурăмĕпе килĕшÿллĕн пурнăç чăн пулăм мар, урăх формăпа иртмелле пулнă. Çак шухăша арçын хăй ĕненнĕ кăна мар, ăна пропагандăланă та. Кăçалхи пуш уйăхĕнче вара вăл çак тĕнчекурăма тĕпе хурса хăйĕн иккĕри ывăлне вĕлернĕ, унтан хăйĕн çине алă хунă.

Çывăх çыннисем айăпли вилнине кура уголовлă ĕçе пĕтерессипе килĕшмен, çавна май ăна тишкерме ЧР Аслă судне ярса панă.

К.НИКОЛАЕВ.

Рубрика: 
Автор: